Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Смотр-конкурс пуçланнă

Смотр-конкурс пуçланнă

Районта йăлана кĕнĕ «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурс пуçланнă. Хальлĕхе Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш ял тăрăхĕсенче пысăк активлăхпа иртнĕ.

Курнавăшри культура çуртĕнчи смотр-конкурса ялсенчи чи пултаруллă 90 ытла артист хутшăнчĕ. Концерта Çĕнĕ Пăвари «Илем» фольклор ансамблĕ «Уйри шурă мулкачне» чăваш халăх юррипе уçрĕ. Елена Кузьминăпа Серафима Киселева дуэчĕ, «Роза» ансамбль, ветеран-юрăçсем, Георгий Смирнов купăсçă куракансен кăмăлне çĕклерĕç. «Банкра» интермеди те пурин кăмăлне кайрĕ. Районта чапа тухнă «Камбрэ» ташă ушкăнĕн пултарулăхĕ çулсерен ỹссе пыни курăнать. Çĕнĕ Пăвасем хăйсен программине çывхарса килекен Çăварни юррипе вĕçлерĕç.

Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕ куракансене чи малтанах «Савăнăç юррипе» тыткăнларĕ. Елена Векова чуна пырса тивмелле сăвă вуларĕ. Арçынсен ушкăнĕн «Мана карчăк ỹпкелет» юрри залра ларакансене савăнăç парнелерĕ. Алина Аввинăпа Ольга Максимова халăх юррисене илемлĕ янăратрĕç. Злата Федорова çепĕççĕн шăрантарнă «Дорогою добра» юрра куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Курнавăшри, Вырăскассинчи культура ĕçченĕсен «Бабье лето» юрри куракансен чун-чĕрине ăшăтрĕ.

Кăçал Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкне паллă тунăран Курнавăшсем концерт программине волонтерсен гимнĕнчен пуçларĕç. «Вдохновение» фольклор ушкăнĕн, Курнавăш шкулĕнчи вĕренекенсен юрри-ташши кĕрлесе çеç тăчĕ залра. «Палан», «Пилеш» ансамбльсем, хăй çырнă юрăсене шăрантаракан Евдокия Егорова пултарулăхĕ иксĕлми пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Юлашкинчен пултарулăх ушкăнĕсем «Чăваш çĕрне килсе курсамăр» юрăллă-ташăллă спектакльте куракансене хăйне евĕрлĕ илĕртỹлĕхпе тыткăна илчĕç. Концерта ертсе пынă Евгения Корнилован ăсталăхĕ пысăк пулнине те палăртмасăр иртме çук.

Т.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code