Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хоккеистсем Н.Рыбкина манмаççĕ

Хоккеистсем Н.Рыбкина манмаççĕ

Патреккел ялĕнче шайбăпа хоккейла выляссине никĕсленĕ физкультура учительне Н.Ф.Рыбкина асăнса хоккеистсен районти чемпионачĕ иртнĕ.

Çулсерен иртекен вăййа спортсменсем те, куракансем те йышлăн пухăннă. Иртнĕ шăматкун шухă çил хытă вĕрнине пăхмасăр, «Байдеряково», «Тоскаево» (Елчĕк ял тăрăхĕ»), «Спутник» (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ), «Тинчурино» (Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ), «Лащ-Таяба» (Лаш Таяпа ял тăрăхĕ) командăсем Патреккелти хоккей площадкине пуçтарăннă.

Ăмăртăва хутшăнакансемпе хоккей вăййине юратакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Роберт Григорьев, Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ Ольга Петрова саламланă, турнира хутшăнакансене ăнăçу суннă.

Вăйăсем çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Çапах та Аслă Елчĕксем çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый куçса çỹрекен кубок парса чысланă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Лаш Таяпасемпе Патреккелсем. «Чи лайăх бомбардир» ята В.Абдулкин (Лаш Таяпа ял тăрăхĕ), «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята А.Афанасьев (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ), «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» ята Н.Александров (Лаш Таяпа ял тăрăхĕ), «Чи лайăх вратарь» ята А.Воронцов (Елчĕк ял тăрăхĕ) тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code