Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял пухăвĕ иртнĕ

Ял пухăвĕ иртнĕ

Иртнĕ кунсенче Тĕмер ялĕнче пулса иртнĕ граждансен пухăвĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин ял тăрăхĕн администрацийĕ 2017 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă.

Пуçарулăхпа тата тăрăшулăхпа палăрса тăракан çынсене «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ята парса чысласси кунта йĕркене кĕнĕ. Вырăнти депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, пурте пĕр шухăшлă пулса, хальхинче çак сумлă ята «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн председательне Валерий Германова пама йышăннă. Валерий Иванович ял тăрăхĕнчи социаллă экономикăна аталантарассинче тивĕçлĕ тỹпе хывакан çынсенчен пĕри.

Çавăн пекех уйрăм хушма хуçалăхсем хушшинче территорисене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ «Пысăк культурăллă тĕслĕхлĕ çурт» конкурс кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Хальхинче çак ята Геннадий Дмитриевич Александров хуçалăхĕ тивĕçнĕ. Çемьене диплом тата парне парса чыс тунă, вĕсен çурчĕ çине хисеп хăми вырнаçтараççĕ.

Ял пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый та хутшăннă. Май пулнипе усă курса вăл районăн социаллă экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, кăçалхи мартăн 18-мĕшĕнче пулса иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пирки каласа кăтартнă.

Ун хыççăнах «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен отчетлă пухăвĕ пулса иртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code