Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çураки те çывхарать…

Çураки те çывхарать…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура кун йĕркинче палăртнă ыйтусене сÿтсе явма тытăниччен иртнĕ эрнери пулăмсене пĕтĕмлетрĕ. Вулаканшăн та, паллах, вĕсем кăсăклă пулма кирлĕ.

…Хальхи вăхăтра мĕн пур çĕрте муниципалитет органĕсем тăвас ыйтăва анлăн сÿтсе яваççĕ. Иртнĕ эрнере шăпах ял тăрăхĕсенче тата Елчĕк район администрацийĕнче ял тăрăхĕсене хăй тытăмлăх органĕсене пĕрлештерес ыйтупа пухусем пулса иртнĕ, Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Елчĕк муниципалитет округне ?администраци центрĕ – Елчĕк ялĕ/ йĕркелеме килĕшесси çинчен калакан проекта ырласа йышăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе районта муниципалитет органĕ туса хуни ертÿлĕхĕн пĕр тĕп механизмне йĕркелеме пулăшнине палăртрĕ: пĕр пуçлăх, халăх суйланă пĕр орган, пĕр администраци. Ял тăрăхĕсенчен йĕркеленнĕ районти муниципалитет органне республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрса пани вара ялсенче проектсене пурнăçа кĕртме май памалла.
Иртнĕ эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа тухнă. Леонард Левый унта хутшăннă май, республикăн мĕнпур сферине пырса тивекен çак пĕлтерĕшлĕ документра Олег Алексеевич республика пурнăçĕпе унăн аталанăвĕнче унăн çыннисем пысăк тÿпе хывни çинчен, ахальтен мар 2022 çула Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнине тарăннăн пĕтĕмлетсе республикăра пурăнакансен умне конкретлă тĕллевсем лартнине ырласа йышăннине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах вăл районта Паллă ентешсен çулталăкне, унпа пĕрлех, кĕркунне кĕтсе илме хатĕрленекен районăн 95 çулхи юбилейĕ тĕлне йĕркелесе ирттерекен ĕçсен йĕркине çак вăхăтчен те татăклăн палăртманнине каларĕ. Ÿпкев сăмахĕсем тÿррĕнех культура тата вĕренÿ пайĕсене пырса тиврĕç.

…Хальхи вăхăтра çынна йывăрлăхра пулăшма хатĕр волонтерсен пĕлтерĕшĕ ÿссе пынине те куратпăр. Ахальтен мар вĕсен пуçарăвне, ĕç-хĕлне çĕршыв ертÿçисем те ырласа йышăнаççĕ. Чăваш Енре вара иртнĕ çул ЧР Ял хуçалăх министерствин пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ «АгроВыбор» волонтерсен пĕрлĕхĕн ырă ĕçĕсене пысăк хак параççĕ. Малашне районта та волонтерсен пĕрлĕхне йĕркелеме вăхăт. Çавăн пекех ялта уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене (районта вĕсем 9242 хуçалăх шутланаççĕ) хăйсем тĕллĕн аталанма пулăшмалла. Кăçалтан пуçласа вăя кĕнĕ патшалăх пулăшăвĕсем пирки ялта пурăнакансен хăйсен те ытларах кăсăкланмалла, ыйтупа тухмалла. Йывăрлăхсенчен хăраман, мал ĕмĕтлĕ ял çыннин малашлăхĕ пысăк. Мĕншĕн тесен вĕсем, 2022 çултан пуçласа тата ытларах, тĕрлĕ программăсене хутшăнса бизнес-плансене пурнăçа кĕртме пултарĕç.

Икĕ эрне каялла пирĕн районта пулса иртнĕ правительство комиссийĕн анлă ларăвĕнче хускатнă ыйту патне тепĕр хут таврăнмасăр пулмарĕ. Хăш-пĕр ял хуçалăх организацийĕсенче техника мĕн сăлтава пула юр айĕнче хĕл каçать; Çакăн пирки ăнлантарса пама район администрацийĕн пуçлăхĕ патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçинчен Владимир Мекшеевран ыйтрĕ.

Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн специалисчĕсен те канăçсăр вăхăт. Акмалли вăрлăхăн пахалăхĕ мĕнле пулни вара пурне те кăсăклантарать. Ертÿçĕ тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Иванова палăртнă тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене черетлĕ çур акире усă курма пурĕ 40236 центнер вăрлăх кирлĕ. Хальхи вăхăтра ăна пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ те. Çав шутран 28444 центнерĕ (январĕн 28-мĕшĕ тĕлне) ака кондицине ларнă, 11792 центнерĕ – таса мар пулнипе кондицие тивĕçмен. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче 1100 центнер супер элита,12128 центнер элита, 26149 центнер 1-4 репродукцири вăрлăхсемпе саппасланнă. Çĕнĕ вăрлăхсем кирлĕ пулсан вара вĕсене хамăр районтах туянма пулать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе тата сутассипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ЯХПКра тата Курнавăшри Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ те хальхи вăхăтра супер элита тата элита репродукцири урпа, тулă, пăрçа вăрлăхĕсене сĕнеççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code