Вторник, 22 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Елена Светопольская — «Çулталăкри вĕрентекен»

Республикăри «Çулталăкри вĕрентекен-2018» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 15 вĕрентекен хутшăнчĕ. Иккĕмĕшне – пиллĕкĕн.

Районти «Çулталăкри вĕрентекен» конкурса хутшăннисем уроксем ирттернĕ, «Уçă дискусси» мероприятире тупăшнă. Районти конкурс çĕнтерÿçи Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Елена Светопольская пулса тăнă. Лауреатсен йышĕнче — вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем Леонилла Пупина /Çĕнĕ Пăва/, Алина Кондратьева /Елчĕк/, физика вĕрентекенĕ Светлана Яковлева /Шăмалак/ тата физкультура учителĕ Виталий Марков /Кивĕ Эйпеç/.

Елена Петровнăна район чысне республикăра тивĕçлипе хÿтĕлеме ăнăçу сунатпăр.

Пухмач кунсерен пуянланать

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ятпа иртекен ыркăмăллăх марафонĕн республикăри пухмачĕ пуянлансах пырать.

Сăваплă ĕçе пирĕн район çыннисем те пысăк активлăхпа хутшăнаççĕ. Курнавăш, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсем, Кушкăри, Кивĕ Эйпеçри шкулсем, Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци, «Елчĕкри БТИ», «Спутник», «Победа» ОООсем, районти тĕп библиотека, Елчĕкри культура çурчĕ, район администрацийĕн финанс пайĕ, Елчĕкри пушар хурал пайĕ — пуçаруллисен йышĕнче.

Республикăн ыркăмăллăх марафонне хальлĕхе 743095,81 тенкĕ укçа пуçтарăннă, вăл шутран Елчĕксем 31776 тенкĕ хывнă.

Чи лайăх класс ертÿçине палăртаççĕ

Районта йăлана кĕнĕ «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурс малалла пырать.

Кăçал класс ертÿçисен районти тупăшăвне шкулсенче мала тухнă 8 класс ертÿçи хутшăннă. Чи малтанах «иккĕмĕш амăшĕсем» пĕлÿпе воспитани панă çĕрте ачасемпе пĕр чĕлхе мĕнле тупнине кăтартса панă.

Общество наградине тивĕçнĕ

Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Медицина – манăн чун туртăмĕ» проектпа килĕшÿллĕн «Тавах, тухтăр. Тавах, медсестра» акцисем темиçе тапхăрпа иртеççĕ.

Районти тĕп больницăри Вера Лапшина терапевт врач пациентсен тавне тивĕçсе халăх хисепне çĕнсе илнĕ. Вера Алексеевнăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин ĕçченĕсем, районти тĕп больница администрацийĕ, тухтăрсем саламланă. Вера Лапшинан ĕç опычĕ пысăк, вăл ертсе пыракан «Сывлăх» шкулĕнче тăтăшах занятисем иртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code