Тăван ялăм, савнă ялăм
Асăмра ялан.
Эс пулнишĕн, эс пурришĕн
Савăнап чунтан.
Апанаспа Эштебен —
Вырăс çыннисем.
Улăхра вĕсем шутланă
Çавăрма çуртсем.
Ачапча сасси янранă
Кил-çурт тулнăран.
Юрăсем чунтан шăраннă
Тулăх пурнăçран.
Çуллен ỹснĕ, аталаннă
Кипеç ялĕ ман.
Тыр-пул акнă, кĕтỹ кĕтнĕ
Ĕлĕк-авалтан.
Пурăнать-ха пĕчĕк ялăм,
Çыннисем аван.
Чăвашпа вырăс хастарлă, —
Пурте тус-тăван.
Елена КОНДРАТЬЕВА.
Шупашкар хули.

