Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыр-пул никĕсне хывма хатĕрленеççĕ

Тыр-пул никĕсне хывма хатĕрленеççĕ

Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленессин тĕлĕшпе районта ятарласа йĕркеленĕ комисси членĕсем эрне тăршшĕпех ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене тухса çÿрерĕç. Ертÿçĕсемпе, специалистсемпе тата механизаторсемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕсем тракторсемпе çĕре ĕçлесе хатĕрлекен, акма тухакан техникăна хатĕррисен ретне лартассипе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе епле саппасланнипе кăсăкланнă, ытти нумай ыйтăва та уçăмлатнă.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынипе комисси членĕсем çак вăхăтчен Тăрăм ял тăрăхĕнчи «Рассвет» ЯХПКпа «Урожай» ОООра, Б.Тихомиров, М.Павлов, С.Петров, О.Александров фермер хуçалăхĕсенче, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи «Яманчурино» ОООра, А.Бикулов, Ю.Московский, Р.Ахметов, Ю.Ильин фермер хуçалăхĕсенче, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне кĕрекен «Комбайн» хуçалăхра пулса курнă.

«Рассвет» ЯХПКпа «Урожай» ОООра çĕр ĕç культурисене туса илессинче биологи меслечĕпе усă курас тĕллевлĕ. Пахалăхлă вăрлăхпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе туллин саппасланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче юлашки çулсенче техника паркĕсене те палăрмаллах çĕнетнĕ, çакна кура вĕсенче ĕç калăпăшĕ те самай пĕчĕкленет — ака тапхăрĕ 6-7 кунран ытла пымалла мар.

Маларах асăннă хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче уй-хире тухиччен тăрса юлнă шутлă кунсемпе усă курса ял хуçалăх техникине юсассипе, минераллă удобренисем кÿрсе килессипе пикенсе ĕçе кÿлĕннĕ.

«Комбайн» ЯХПКпа «Яманчурино» ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен чи лайăх вăрлăхĕсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисене çителĕклĕ таран хатĕрленĕ, чи кирли _- ĕç алли çителĕклĕ.

«Комбайн» ЯХПКна çак кунсенчех пĕр харăс çĕнĕ йышши «Амазония» сеялка, МТЗ трактор тата выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă куракан «ДОН-680» комбайн килсе çитмелле.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code