Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ĕçĕн йĕрки пур

Кашни ĕçĕн йĕрки пур

«АСК-Яльчики» ОООра 250 гектар лаптăкри çĕр улмине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа лартса хăварма ĕлкĕрнĕ.

Тĕпрен илсен, ÿсен-тăран отрасльне аталантарассине тĕп вырăна хурса тимлекен çак ял хуçалăх предприятийĕнче кашни ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ. Чи çирĕп йĕркене — агротехникăна пăхăнса пурнăçланăран кунта кашни çул тухăçлă тыр-пул, çĕр улми туса илеççĕ.

Сăн ÿкерчĕкри Лев Пудовкин механизатор хĕрÿ тапхăрта уй-хиртен кĕме пĕлмен, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе тÿрре кăларассишĕн пĕтĕм вăйне парса тимленĕ. Çĕр улми лартнă вăхăтра вăл лаптăксене ятарлă техникăпа усă курса кăпкалатма -х доминаци тума хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code