Суббота, 9 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Туслă коллектив

Туслă коллектив

Аслă Пăла Тимешри врач амбулаторийĕ кивĕ çуртра вырнаçнă. Унти коридорта тĕксĕм, урайĕсем чĕриклетеççĕ пулсан та, коллектив туслă та килĕштерсе ĕçленипе, пациентсемпе яланах çепĕç чĕлхеллĕ пулнипе палăрса тăрать.

Çак тăрăхра пурăнакансен сывлăхĕшĕн Надежда Сунгатуллинăпа Маргарита Рыбкина терапевт тухтăрсем тăрăшаççĕ. Надежда Васильевна аслă категориллĕ врач. 26 çул ĕçлет вăл хăй суйласа илнĕ профессипе. Сывлăх сыхлавĕн тăрăшуллă ĕçченĕн сăн ÿкерчĕкне кăçал районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Маргарита Николаевна коллектива килни нумай вăхăт мар-ха. Иккĕмĕш çул ĕçлет. «Земство тухтăрĕ» программăпа тăван тăрăха килнĕ çамрăк тухтăр кĕске вăхăтрах хисепе çĕнсе илчĕ.

Елена Хушкина шăл тухтăрĕн стажĕ чи пысăкки. 32 çул хушшинче ку тăрăхра ăна пĕлмен-палламан çын та юлман пулĕ. Ăшă калаçăвĕпе, хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлнипе ырă ята тивĕçнĕ вăл.

Наталья Кускова педиатрăн ĕç стажĕ — 25 çул ытла. Вăл пăхнă шăпăрлансем халĕ хăйсем ашшĕ-амăшĕ, юратнă врач патне ывăл-хĕрĕсене çавăтса килеççĕ. Ăшпиллĕ тухтăр участокĕнче 18 çула çитмен 800 ытла ача. Вĕсен сывлăхне упрассишĕн нумай тăрăшать Наталья Петровна.

Ольга Изратова, Калерия Козлова, Алевтина Емельянова, Анна Зайцева, Галина Сынкова медсестрасем те хăйсене шанса панă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Врач амбулаторийĕнчи тирпей-илемшĕн Надежда Чайкина санитарка тимлет. 30 çул ытла тăрăшать вăл кунта.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: малти ретре — М.Рыбкина, Н.Сунгатуллина, Е.Хушкина; иккĕмĕш ретре — А.Емельянова, Н.Чайкина, Г.Сынкова, К.Козлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code