Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление глав района с Днем знаний!

Поздравление глав района с Днем знаний!

Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире чĕререн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе – Пĕлÿ кунĕпе саламлатпăр!

Пĕлÿ кунĕ – чи савăнăçлă та хумхануллă уявсенчен пĕри, вăл кашни çыншăн çывăх, хаклă. Шкул çулĕсем мĕнпур çын чун-чĕринче ырă асилÿсем хăвараççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшне уйрăмах пĕрремĕшсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, халĕччен курманни, пĕлменни илĕртет вĕсене.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕрентекенсем пархатарлă ĕçне малалла тăсĕç, çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парса çитĕнÿсем тăвĕç.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çĕнĕ ÿсĕмсемпе, çитĕнÿсемпе савăнтартăр.

И.ВАСИЛЬЕВА                      Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН                           Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code