Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Масăллă эстафетăра

Масăллă эстафетăра

2018 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Чăваш Енри пресса спорт фестивалĕ – «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 80-мĕш хут çăмăл атлетика эстафети иртнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва çавăн пекех Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаев летчик-космонавта асăнса та йĕркеленĕ.

Асăннă чупăва Елчĕк районĕнчи спорта юратакансен район администрацийĕн, Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам, Патреккелĕнчи, Хăвăлçырмари тĕп шкулсен командисем хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре хăйсен ушкăнĕнче Хăвăлçырмасемпе Патреккелсем 1-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем те айккинче тăрса юлман. Эстафетăра обществăпа политика пурнăçĕн редакторĕ Елена Петрова, Владимир Петров водитель, Ольга Владимирова дизайнер тата Николай Малышкин тĕп редактор массăллă информаци хатĕрĕсен командисен йышĕнче дистанцие ăнăçлă парăнтарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code