Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вăй-хала пиçĕхтерекен

Вăй-хала пиçĕхтерекен

Кашни шкултах пур вĕсем, пултаруллă вĕрентекенсем.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти харсăр педагогсенчен пĕри – Олег Осипов. Физкультура учителĕн ятне илтмен çын та юлмарĕ пулĕ районта. Олег Николаевич вĕрентекен ачасем спорт енĕпе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса ăна хăйне кăна мар, тăван шкула, района, çавăн пекех республикăна та мăнаçланмалли чыс-хисеп кÿреççĕ. Юлашки виçĕ çулта кăна шкулăн пĕрлештернĕ команди çăмăл атлетика енĕпе иртекен район шайĕнчи ăмăртусенче 15 хутчен çĕнтерÿçĕ ретне кĕнĕ. Унсăр пуçне уйрăм ачасем çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе тунă çитĕнĕвĕсем те йышлă. Нумаях пулмасть пирĕн шкулти çамрăк спортсменсем республика шайĕпе иртекен «Спорт ориентирĕн» ăмăртăвне хутшăнса 20 ытла команда хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнса Шупашкартан ăнăçупа таврăнчĕç.

Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекен хавхалантарса пынипе унăн воспитанникĕсем физкультура предмечĕпе иртекен олимпиадăсенче республика шайĕнче те чи пысăк кăтартусемпе палăраççĕ. Тĕрлĕ вĕренÿ çулĕсенче Д.Алексеев, А.Семенов, А.Сидоров, Д.Волков, Н.Федорова шкул чысне уйрăмах çÿле çĕклерĕç.

2016-2017 вĕренÿ çулĕнче Олег Николаевичăн вĕренекенĕ Д.Волков физкультура предмечĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ олимпиадăра абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ун хыççăнах Данил Козлов призерсен йышне кĕчĕ. Вĕрентекенĕн çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши тесе интересленсен Олег Николаевич йăл кулса çапла хурав пачĕ:

– Ачасене хăв ачу пек юратмалла, вĕсен чĕрисене чĕртсе хавхалантарса яма пĕлмелле – пĕтĕмпе те çакă çеç, урăх нимĕнле вăрттăнлăх та çук.

Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадинче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хатĕрленĕ педагогсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ те пысăк хисепе хурать, вĕсене укçан преми парса хавхалантарать. Çак чыса Олег Николаевич та пĕрре мар тивĕçнĕ. Кăçал та вăл республикăри пултаруллă педагогсене хавхалантаракан 150 пин тенкĕне илме тивĕç пулчĕ.

Олег Николаевичăн ĕç кĕнекинче пĕртен-пĕр çырса хуни – Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул. 26 çул тăрăшать вăл кунта. Ачаранах спорта юратса ÿснĕрен алла аттестат илсен ăçта вĕренме каяссине маларахах палăртса хунă. Тÿрех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. 1992 çулта аслă шкула пĕтерсен çамрăк учитель тăван ялта физкультура предметне вĕрентме пуçланă. Ашшĕпе амăшĕ, Николай Викторовичпа Олимпиада Ивановна, шкултах вăй хунăран, педагог ăсталăхне хăнăхма йывăрах пулман ăна. Хăйне ачасем итлени, предмета юратни кунран-кун малалла талпăнма хистенĕ педагогикăра пĕрремĕш утăмсем тăвакана. Шăпи вĕрентекен пулма пилленĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест вăл. Хăй вĕрентсе кăларнă ачасем унпа çыхăну тытни, яла килмессерен шкула кĕрсе тухни, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарни, унăн сĕнÿ-канашне шута хуни тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалану кÿрет. Çуллахи вăхăтра, уйрăмах каникулсенче, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе хулари тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан студентсемпе кашни çулах шкулти стадионта ăмăртусем йĕркелет. Студентсемпе шкул ачисем волейболла, футболла вылянине пăхса тăма питĕ кăмăллă. Ачаран вăй-хала пиçĕхтерни çамрăксенче питĕ лайăх курăнать.

Олег Николаевич ĕçе нихăçан та ячĕшĕн тумасть. Пĕр тытăнсан тĕплĕ, пур яваплăхпа тимлет, шкул ачисене те çавнах хăнăхтарать. Аслă категориллĕ вĕрентекен уроксенче кăна мар, ун хыççăн та нумай юлса ĕçлет. Унăн урокĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Педагог вĕренекенсене хăйсен умне тĕллев лартма, ăна пурнăçлама хăнăхтарать. Çак енсене аталантарнăшăнах чылай вĕренекен ăна кăмăлтан тав тăвать. Ачаран хăнăхни пурнăç тăршшĕпех пырать вĕт.

Хальхи вăхăтра Хусанти Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕнче аслă пĕлÿ илекен Дмитрий Волков Хăвăлçырмари тĕп шкула пĕтерсен хулана вĕренме каясшăн пулнă, анчах килтисем хирĕçленĕ. Вĕсене итлесех вуннăмĕш класа кунта килнĕ. Дима амăшĕ çапла аса илет:

– Пирĕн ача ют шкулта хăйне именерех тытатчĕ, ютшăнатчĕ, хăнăхса çитеймесрен пăшăрханатчĕ, анчах Олег Николаевич унăн пултарулăхне асăрхаса ывăлпа ытларах, уйрăммăн ĕçлеме пуçларĕ. Дима часах урăхланчĕ. Пултаруллă педагог ывăлăма хăйĕн вăйне шанма, çитĕнÿсем тума вĕрентрĕ.

Олег Николаевич канăçсăр çын, обществăлла ĕçсенче те хастар. Вăл професси шайĕпе иртекен конкурссене хутшăнать. Виçĕмçул районти «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсра, акă, лауреат ятне тивĕçрĕ. Хастар вĕрентекен яланах шыравра. Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларакан йышши мар вăл. 2005 çултанпа районти физкультура предметне вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи пулнăран тăтăшах семинар-канашлу, уçă урок ирттерет, мастер-классем йĕркелет.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Олег Николаевичăн чун-чĕри нихçанхинчен ыррăн тапать пулĕ. Сăлтавĕ те куç умĕнче: чылай çул тĕплĕ юсав туман шкулти спортзала кăçал çĕнĕ тĕс кĕчĕ. Вăл çеç-и; Çĕнĕ оборудованисемпе пуянланчĕ. Ытти чухне те спорт инвентарĕсене упракан пÿлĕмре йĕркелĕх хуçаланатчĕ-ха, халĕ пушшех таса та çутă унта, кашни япала хăй вырăнĕнче. Чылай спорт инвентарьне ачасем тĕрлĕ ăмăртури ÿсĕмсемшĕн çĕнсе илни тата савăнтарать.

Спорт залĕ самантлăха та пушă мар. Унта яланах ачасем тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ.

– Ачасен сывлăхĕ чи хаклă тупра, – тет Олег Николаевич.

Ĕçри ăнăçлăх пĕтĕмпех Олег Николаевич хăйĕн профессине чунтан парăнса, чĕререн юратса туса пынинчен килет. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ Олег Осипова кăçал «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăларĕç. Чăннипех те пирĕн ĕçтешĕмĕр пысăк хисепе тивĕç.

Пултаруллă вĕрентекене шкул ачисемпе учительсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те çывăх тус-юлташ пек курать.

Нина ЛЕВАЯ.

Сăн ÿкерчĕкре: О.Осипов Д.Козловпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code