Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурс çĕнтерÿçисем – Казначеевсем

Конкурс çĕнтерÿçисем – Казначеевсем

Районти ЗАГС пайĕнче йăлана кĕнĕ районти «Çулталăкри çемье-2018» конкурс иртрĕ.

Унта хутшăнакансене, хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый саламларĕ, çемьере яланах ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланма, пĕр-пĕрне хисеплеме, ачасене сывлăхлă та çĕршыва юрăхлă çитĕнтерме ăнăçу сунчĕ.

Чи малтанах конкурсантсем хăйсен çемйипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Пĕринчен тепри пултаруллă та тăрăшуллă вĕсем. Юрă-ташăра кăна мар, апат-çимĕç пĕçерме те ăста кил хуçи хĕрарăмĕсем. Елчĕкри Никоновсем «Музыкăна юратакан çемье», Кĕçĕн Таяпари Муллинсем «Чи пултаруллă çемье», Тип Тимешри Цыгановсем «Чи туслă çемье» ятсене тивĕçрĕç. Районти конкурс çĕнтерÿçисем вара Вăрăмхăвари Казначеевсем пулчĕç. Вĕсем район чысне республикăра хÿтĕлеççĕ.

Конкурса хутшăнакансем дипломсемпе парнесене, чĕрĕ чечексене тивĕçрĕç. Культура ĕçченĕсем пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

Н.БАЙМУШКИНА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: конкурса хутшăннă çемьесемпе уяв хăнисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code