Среда, Сентябрь 18, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмăлласах çырăнаççĕ

Кăмăлласах çырăнаççĕ

Елчĕкри 1-мĕш номерлĕ почта çыхăну уйрăмĕнче Надежда Бегдаутова ертÿçĕ, Вероника Немцева оператор, Валентина Маркова, Алина Марышева, Елена Ефремова, Елена Хрисанова почтальонкăсем вăй хураççĕ. Елчĕкре, Тÿскелте, Таяпа Энтринче, Ĕнелте пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет почта çыхăну уйрăмĕ, кунтах халăхран тĕрлĕ тÿлев йышăнаççĕ, ытти тĕрлĕ пулăшу сĕнеççĕ.

Шаннă ĕçе чунтан юратса пурнăçлаççĕ, палăртнă плана яланах тултарса пыраççĕ ĕçченсем. Почтальонкăсем куллен темиçе çухрăм хыçа хăварса хаçат-журнала хуçисем патне яланах вăхăтлă çитереççĕ.

– «Елчĕк ен» хаçата 2019 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хальлĕхе 235 хуçалăхра çырăннă. Район хаçатне кăмăллаççĕ вулакансем, – пĕлтерет Надежда Бегдаутова ертÿçĕ.

Почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсене пархатарлă та сăваплă ĕçре ăнăçусем сунар.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Елена Хрисанова Таисия Петрова вулакана хаçат çырăнтарнă самант.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code