Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял тĕкĕрĕ

Ял тĕкĕрĕ

Кашни ялăн хăйĕн уйрăмлăхĕ – ăшпиллĕхĕ, хевти, теветкеллĕхĕ. Вĕсенчи пĕр шухăшлăхра тăракансем тĕлĕнмелле пысăк ĕç те çавăрттарма пултараççĕ.

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ячĕ-сумĕ районта çеç мар, республикăра та янăравлă, мĕншĕн тесен ертÿçисем пултаруллă, ĕçченĕсем харсăр. Хуçалăхри пĕтĕм отрасле çÿлти шайра тытса пыраççĕ. Тупăшĕ тăтăш çирĕпленсе пынăран ĕçлекенсен шалăвĕ те тивĕçтерÿллĕ. Ĕç кал-кал, ăнса пырсан кĕр мăнтăрĕпе мĕншĕн савăнас мар?

Çапла тĕв тытнă та Кавалсем. Сăлтавĕ те вĕсен пĕлтерĕшлĕ: престол уявĕпе – Пукравпа та çыхăннă.

Ял уявĕ пуçласа иртет иккен Кавалта. Ăна сăпайлăх картинчен тухмасăр, сывă пурнăç йĕркине мала хурса паллă турĕç. Пĕр-ик спорт мероприятийĕ, чăваш эстрада юрăçисен каçхи концерчĕ пулчĕ программăра. Уява пуçтарăннин шăнăрĕ, чи пĕлтерĕшли – укăлча юпине пĕтĕм ял-йышпа уçни.

Аякранах курăнакан стела çинчи чуна çывăх сăмахсем, ял урамĕсен ÿкерчĕкĕ, чăваш тĕрри-эрешĕ кашнинче мăнаçлану çуратма тивĕç. Унта ял пуçламăшĕн тапхăрне те палăртнă. 1662 çулта хальхи Вăрмар районĕнчи Кавалтан 18 çемье куçса килнĕ ку тăрăха. Пĕрисем Экевер çырмин сылтăм, теприсем сулахай енне вырнаçнă. Яла пуçласа яракансем Телли, Иштерек, Алайăш, Сантукан, Кебей тата ытти хресченсем пулнă.

Укăлча юпине Александр Алексеев, Алексей Теллин тата ытти çамрăксен пуçарăвĕпе, вăйĕпе хатĕрлесе вырнаçтарнă. Ăна уçма хутшăннă «Комбайн» ЯХПК ертÿçи Гурий Федоров, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев, район администрацийĕн социаллă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин, Василий Варсонофьев ĕç ветеранĕ асăннă ĕçе пысăк событипе танлаштарчĕç. «Халăх сурать – кÿлĕ пулать» тенешкел, Кавалсем сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ, çакнашкал пархатарлă пулăмсем вăй илсех пырĕç вĕсен. Пуçтарăннă пĕтĕм йыш шăрантарнă «Савнă ялăм» мухтав юрри те малашлăха, ырă тĕллевсем патне йыхăрать.

Ялăн кулленхи-çулленхи историйĕ унăн пултаруллă ывăл-хĕрĕсен ячĕсемпе çырăнса пырать. Кирек ăçта вăй хурсан та вĕсем унăн страницисене ылтăн сас паллин кĕрсе юлаççĕ: вĕрентекенсен, çĕр хуçисен, çар çыннисен, строительсен Теллинсен династийĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гурий Федоров, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Анисимов, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Татьяна Шаркова /Изратова/, тĕнче спорт мастерĕсем Сергей Соловьевпа Александр Павлов тата ыттисем те.

Çĕнĕ çитĕнÿсемпе пуçарусене пурнăçа кĕртсе пыма Кавалсене укăлча юпи – ял тĕкĕрĕ çул кăтартса пытăрах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code