Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Публикации > «Манăн телейĕм çынсенче – чăн-чăн туссемпе вулакансенче», –

«Манăн телейĕм çынсенче – чăн-чăн туссемпе вулакансенче», –

пĕлтерет сумлă юбиляр

Анатолий Артемьевич Тимофеев 1938 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ те /Артем Иванович/, амăшĕ те /Ольга Дмитриевна/ тăлăхсем пулнăран унăн çывăх тăванĕсем сахалтарах пулнă. Çапах та вăл, пĕчĕкренех пĕлÿ патне туртăнакан ача, пиллĕк-улттăра чухнех хăйĕнчен икĕ çул аслăрах аппăшĕн «Букварьне» шăкăлтаттарса вулама, унти сăвăсене пăхмасăр калама вĕренет. Апла пулин те хăй çулхисемпе пĕрремĕш класа кайсан /«Санăн саккăр тултарма икĕ уйăх-ха» тесе/ малтанхи кун учитель килне кайма хушать. «Çук! Эпĕ юлташсенчен уйрăлмастăп» — татса хурать ача.

Анчах унăн çамрăк чух вăтам шкул та пĕтерме лекмест. Пурпĕрех вăл малтан сăвăсем хайлать, унтан Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырма пуçлать. Хăй тĕллĕн лайăх хыпарсем те, калавсем те хайлакана Ульяновск облаçĕнчи Пухтел районĕнчи «Пĕрлешÿллĕ ĕç» хаçата вăхăтлăха ĕçлеме илеççĕ. Çакăн хыççăн вăл каçхи шкулта вăтам, Хусанти университетра аслă пĕлÿ илет. Халĕ вара паллă журналист-çыравçă – нумай кĕнеке авторĕ. Унăн таланчĕ Елчĕк район, çирĕм икĕ çул республикăри «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаçачĕсен корреспондентĕнче, «Самана» хаçата кăларса тăнă /1993-1999/ çулсенче уйрăмах вăйлă аталанать. Юлашки виçĕ çул хушшинче кăна вăл пилĕк кĕнеке кăларма пултарнă.

– Каçарăр, Анатолий Артемьевич, Сире паян ытти чухнехинчен ывăннăрах, кăштах канман пекрех куратăп…

– Тен, эсир эпĕ, сакăр вуннă тултаракан мучи /сисмерĕм те хамшăн кăна мар, ытти çуллăскерсем пирки те каланăн çÿçенсе илтĕм/, хăяккăн выртатăп та ним шухăшсăр, ĕçсĕр пурăнатăп тесе шутлатăр? Халĕ ку ыйту никамшăн та çĕнĕлĕх мар пулсан та çакна аса илтересех тетĕп. Чăннипе, паян хăш-пĕр чăн-чăн çыравçăсем те, сывлăхпа тата вăй-хăватпа тимĕр çапса хуçмалли çамрăксем те, вырăнта ĕç пулманнипе тарăхаççĕ. Эпир ача чухне е ÿсĕм çулĕсенче атте-аннене кăна мар, çиччĕ-саккăрти мĕчексене те бригадирсем «ăна тумалла, кăна тумалла» тесе алăран тытсах хире е фермăна çавăтса каятчĕç. Ушкăнпа ĕçе кÿлĕнеттĕмĕр те, хамăр ача иккенне мансах, тар тухиччен тапаçланаттăмăр. Кайран, тав сăмахĕсем калатчĕç те, хамăра паттăрсем пек туйса, хавхаланса-çунатланса, ыран та ĕçе хутшăнасчĕ тесе савăнăçлăн килелле утаттăмăр. Çакна, çитмĕл çул каяллахи вăхăтсене аса илетĕп те, ĕçлесе ывăннине савăнăç е ырă тивлет вырăнне хуратăп.

Эпĕ паян та тулли ĕçлĕ. Хам пĕлнĕ таран вăйпа тумаллине те пурнăçлатăп, çырас, пур пек ăсталăха кăтартас енĕпе те парăмра юласшăн мар. Акă, курăр, халь кăна Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра пулнисем çинчен 300 страницăллă кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Чăн та, çулталăк ытла çĕрĕн-кунĕн тенĕ пек пуç ватма, пикенсе ĕçлеме тиврĕ унпа. Ун вырăнне ăна алла тытмассерен е унри герой-сăнарсемпе тĕл пулмассерен, вĕсен тавне илтсен кăмăл çĕкленет, татах та татах ĕçлес килет. 2016-мĕшĕнче – пĕр çулта – сулăмлă виçĕ кĕнеке таранчченех, «Ырă ят – хăватлă çунат», «Тамăкра туптаннă юрату» тата Людмила Молодовăпа пĕрле «О театре и о себе» кăларни те куç умĕнчех.

– Апла пулсан, пирĕн сиртен татах çĕнĕ кĕнекесем кĕтме шанчăк пур?

– Эпĕ тин çеç компьютер умĕнчен пăрăннине асăрхарăр вĕт. Апла пулсан – ĕç пырать. Черетлĕ, вун тăваттăмĕш кăларăма хатĕрлесе çитертĕм. Унта юлашки вăхăтра çырнă калавсемпе очерксене тата маларахри кĕнекесенчи хăш-пĕр хайлавсене кĕртрĕм. Хăйне майлă «Суйласа илнисем» пулса тухрĕ.

– Паянхи вулакан унччен çырнисене тиркемĕ-ши?

– Кăштах иккĕллĕ шухăш та çуралать, паллах. Çав вăхăтрах… Çырнисенчен чылайăшĕ вун пилĕк-çирĕм çул каяллах пичетленнĕ. Унтанпа вулакансен çĕнĕ ăрăвĕ ÿссе çитĕннĕ. Ун чухнехи кĕнекисем те, хальтерехрисем те, пиртен килмен сăлтава пула, пĕчĕк тиражпа тухнине шутлатăп та çĕнĕ кăларăм вырăнлах пулать пулĕ тетĕп.

– Мĕн çине ытларах тимлĕх уйăртăр çĕнĕ кăларăмра?

– Самана таппи. Пурнăç ăçталла сулăнни мана çеç мар, пурне те шухăшлаттарать. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕшсенчи пăтранчăк пулăм хыçа юлчĕ тетпĕр пулсан та общество аталанăвĕнче çивĕч ыйтусем темĕн чухлех. Ялсем пĕтсе, йыш чакса пыни кама кăна пăшăрхантармасть пулĕ. «Ĕлĕк чухнехи лăпкăлăх ăçта кайса кĕчĕ-ши?» ыйту пурне те канăç памасть. Хыпарçăсем куллен тискер вĕлерÿ, аркану, инкек-синкек, çынсен хушшинчи тÿнтер пулăмсем çинчен пĕлтерни чĕрене ыраттарать. Кашни ялта тенĕ пекех таса вырăнсем – чиркÿсемпе часавайсем – ÿссе ларчĕç пулсан та, ырăлăх, пĕр-пĕрне лайăх кăна тăвас туртăм витĕмлĕхĕ палăрсах каймасть. Çемье, пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусен çивĕчлĕхĕ тата…

Ĕлĕкрех политиксем çыракансене час-часах этем чунĕн инженерĕсемпе танлаштаратчĕç. Апла пулсан, манăн та пурнăçри çивĕч ыйтусенчен, халăх мĕн тÿснинчен, малашне мĕн кĕтнинчен аякра тăрса юлма çук.

– Эсир телейлĕ-и?

– Паллах, ăна пĕр сăмахпа хуравлама çук. Çапах та, хăш-пĕри тем шутласан та, вăхăт тата шăпа маншăн ĕçлет, манăн телей иксĕлмест. Хирĕçлĕх е камăн та пулин курайманлăхĕ /ку саманара ун пекки такампа та сиксе тухать/ мана çирĕпрех пулма, ăсталăха тата пултарулăха ÿстерсе пыма кăна пулăшать. Ăçта та – район тата республика хаçачĕсенче ĕçленĕ вăхăтра та, КПСС райкомĕнче те картлашкаран картлашкана çĕклесе кăна пычĕç.

Вулакансем мана «Сувар», «Самана», «Советская Чувашия», «Хыпар», «Елчĕк ен» хаçатсемпе ытти пичет кăларăмĕсем тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Çапах та… Эпĕ ялти кĕтÿçĕ пулнипе, вĕреннĕ вăхăтрах чукун çул çинче ĕçленипе, çул ÿстерсе Çĕпĕре кайса вăрман каснипе тата Вологда облаçĕнче торф кăларнипе, çав çамрăк тапхăртах, самаях укçа ĕçлесе илсе, çурма тăлăх çемьене /атте тата аппа эпĕ вун пĕрте-вун иккĕре чухне çĕре кĕчĕç/ ура çине тăма пулăшнипе чăннипех мухтанатăп. Ĕçленĕ хушăрах Тутарстанри Пăва хулинчи рабочисен каçхи шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн, Ленинградри издательствăпа полиграфи техникумĕнчен тата Хусанти университетăн журналистика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухма пултарнине чăн-чăн паттăрлăх тата чăтăмлăх тесе шутлатăп. Йăхра аслă пĕлÿллĕ пĕр тăван та /аттепе анне тăлăхсем пулнă/ пулманнине, мана никамах та пулăшайманнине шута илетĕп те…

Пичетре аллă çул тăрăшни те савăнтарать. Пенси çулĕсенче те «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ валли ятарлă проект хатĕрлесе Пичет министерствин пĕр хутчен 100 пинлĕх, икĕ хутчен – 200-шер пин тенкĕлĕх гранчĕсене çĕнсе илнипе те тивĕçлипе мăнаçланатăп.

Килти архивра пĕлтерĕшлĕ документсемпе пĕрле çĕре яхăн награда упранать. Вĕсен шутĕнче РФ Журналистсен Канашĕн дипломĕ, икĕ медаль, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн тата ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсем те пур, «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçни – маншăн калама çук пысăк хисеп. Вĕсенче, тулли кăмăлпа палăртатăп, эпĕ ĕçленĕ е ертсе пынă коллективсен тÿпи те пур.

Сăмах май, хама кирек хăçан та чунтан пулăшакансене, йывăр вăхăтра темле майпа та /ăшă сăмахпа та пулин/ хÿтĕлекенсене чĕререн тав тăватăп. Шăпах вĕсене, ырă тус-тăвансене, çынна хисеплеме тата юратма пĕлекенсене /çапла майпа хăйсене те чыс-хисеп çĕнсе илекенсене/ халалларăм вун тăваттăмĕш кĕнекене. Унăн авторĕ – эпĕ кăна мар, мана ырă сунакансем тата хисеплекенсем те. Вĕсен умĕнче пуçăма таятăп.

– Сире, вун-вун çул пĕрле алла-аллăн килĕштерсе ĕçленĕ юлташа, пичет ветеранне, паллă менелник ячĕпе ăшшăн саламлама, ырлăх-сывлăх, телей сунма ирĕк парсамăр.

– Пысăк тав!

Иван ИНОХОДОВ.

ХАКЛАВ

Геннадий МАКСИМОВ, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ, республикăри профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи:

– Анатолий Артемьевич эпир йыхравланипе «Советская Чувашия» хаçатра вунă çул ытла ĕçлесе пенсие тухнă хыççăн килчĕ те тепĕр вун пĕр çул кăнтăр районĕсенчи корреспондентра тăрăшрĕ. Материалĕсене, тарăн содержаниллĕ те çивĕч пулнăран, вулакансем питех те кăмăллатчĕç. Унăн очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене, уйрăмах «Публицист шухăшĕсене», ĕç коллективĕ пысăка хурса хаклатчĕ. Маттур! Ун пек журналистсене тупасси çăмăл мар. Çакна пĕрле ĕçленĕ хушăра туллин туйса илтĕм.

 

Ирина ВОЛКОВА, Чăваш патшалăх университетĕнчен «Анатолий Тимофеев журналистăн ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатнин уйрăмлăхĕсем /1999-2007 ç.ç./» ятпа диплом ĕçĕ хÿтĕленĕ пичет ĕçченĕ:

– Анатолий Артемьевичăн ĕçĕсене тĕпченĕ май, вăл хăйне майлă ăста та пултаруллă хаçат ĕçченĕ кăна мар, пурнăçа витĕр куракан, витĕмлĕ сăнарсем тăвакан писатель те иккенне чунпа ĕнентĕм. Вăл мана диплом ĕçне хатĕрленĕ чухне те ырă сĕнÿсемпе, хушма материалсемпе нумай пулăшрĕ.

 

Николай АЛЕКСЕЕВ, «Елчĕк ен» хаçатăн 2004-2017 çулсенчи тĕп редакторĕ:

– Вăл Елчĕкре пурăнсах нумай çул республика хаçачĕсенче ĕçлерĕ пулсан та яланах манăн тата сотрудниксен чăн-чăн пулăшаканĕ пулнипе савăнатăп. Редакцие пымассерен /эпир куллен тенĕ пекех тĕл пулнă/ çĕнĕ темăсем хускатма сĕнетчĕ, çамрăксене ĕçлĕ пулăшу паратчĕ. 2010-мĕш çулсен варринчи тăватă çул хушшинче вăл хатĕрленĕ социаллă ыйтусене çутатас енĕпе чи лайăх проектсемпе грантсем çĕнсе илни редакцин пурлăх никĕсне чылай çĕнетме те, хаçат сумне ÿстерме те нумай пулăшрĕ. Вăл çулсенче унăн материалĕсем вулакансене пысăк хавхалану кÿчĕç. Унăн пуян ĕç опычĕ вырăнти журналистсен пултарулăхне ÿстермелли çăл куç вырăнĕнчехчĕ. Редакцири çамрăк ăру паян та унпа тачă çыхăну тытать, унăн ырă пулăшăвне туйса тăрать.

А.А.Тимофеев /юбиляр/:

Ват çын ятне илтмешкĕн йывăр мар,
Ватлăх хăех килет – пиртен ыйтмасть.
Анчах ыр ят-сума тытса пыма
Тивет нумай ăспа вăй-хал хума.

Çын ячĕпе, тăванĕ шучĕпе
Чапа тухнисене шеллетĕп эп.
Вĕсем юлмаççĕ халăх асĕнче,
Вĕсен нихçан та çук чăн-чăн хисеп!

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code