Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăх – чи хаклă пуянлăх

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов онкологи чирĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе малашне тата пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртать.

Чире маларах тупса палăртни нумай çын пурнăçне çăлса хăварма май парать. Владимир Викторов çитес çул тĕп хулара çĕнĕ поликлиника хута каяссине пĕлтерет. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем уçăлмалла, çийĕнчен куçса çÿрекен 18 медицина комплексĕ туянма палăртнă, вĕсенчен 5-шĕ раштав уйăхĕнчех килсе çитмелле. Больницăсен çумĕнче 6 вертолет площадки йĕркелеççĕ – санитари авиацине аталантарасшăн. Çак мелпе усă курни медпулăшу васкавлăхне туллин тивĕçтерме май памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code