Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хĕл кунĕсем инкексĕр иртчĕр

Хĕл кунĕсем инкексĕр иртчĕр

Раççейри медицина пĕрлешĕвĕсем çулсерен 3 миллион ытла ача аманса шар курнине палăртаççĕ. Çапла вара 18 тултарман кашни саккăрмĕш пепке аманнине пула больницăна пулăшу илме пырать. Хĕллехи вăхăтра сусăрланнă ачасен шучĕ пушшех пысăк. Урамран тĕрĕс-тĕкел, аманмасăр таврăнас тесен мĕн асра тытмалла, инкекрен мĕнлерех сыхланмалла? Çак ыйтусен хуравне тупас тесе эпир республикăри медицина профилактикипе сиплев физкультурин, спорт медицинин центрĕн тухтăрĕпе Лариса Агеевăпа калаçрăмăр.

– Хĕллехи вăйăсем савăнăç çеç кÿччĕр тесен мĕн тумалла-ха?

– Кашни ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ вăхăта урамра интереслĕ те усăллă ирттертĕр тесе тăрăшать. Анчах вĕсем уçă сывлăшра вылянă чухне асăрхануллă пулмаллине, хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентме манса каяççĕ. Хĕллехи вăйăсем, калăпăр, конькипе, çунашкапа пăрлă ту çинчен ярăнни аманасси патне çеç мар, шăмăсене хуçасси е пуç мимине чĕтретесси патне те илсе çитерме пултарать.

Чи малтанах ачана ту çинчен çунашкапа е ытти хатĕрсемпе /ледянкипе/ пĕччен ярăнса анма ирĕк париччен çакна ăнлантарса памалла: чăнкă мар, яка, сиктермен тата йывăç тĕмĕсем ÿсмен вырăнта кăна ярăнма юрать. Тăвайккинче сиктерекен вырăн пулсан ача ÿксе суранланас хăрушлăх тухса тăрать. Пысăк хăвăртлăхпа ярăннă чухне сиктернĕрен çунашка ача айĕнчен вĕçсе тухса кайма пултарать. Ярăнса аниччен çул пушă-и, малтан ярăнса аннă çын пăрăнса ĕлкĕрнĕ-и – çакна та йăлтах тĕрĕслес, шута илес пулать. Ачана хăй ярăнса ансан тÿрех айккине пăрăнма вĕрентмелле, çакă ыттисен çунисемпе аманасран сыхланма пулăшĕ. Ура е чĕркуççи çине тăрса, çурăмпа е пуçпа малалла, хырăм çине выртса ярăнма пачах юрамасть. Çакăн пек ярăнса анакан умра мĕн пулнине курмасть тата вăхăтра чарăнса ĕлкĕреймест. Çакă йывăр сурансем патне илсе çитерме пултарать. Сăрт-ту çине вара ыттисем ярăнакан çĕртен мар, уйрăм вырăнтан хăпармалла.

– Юлашки вăхăтра ту çинчен ярăнма нумайăшĕ сывлăш вĕрсе хăпартнă çунана, тюбинг текен хатĕре суйласа илет. Унпа ярăнма хăрушă мар-и?

– Ту çинчен сывлăш вĕрсе хăпартнă çунапа – тюбингпа /халăхра ăна ватрушка теççĕ/ ярăнни хăрушсăр мар. Суранланассипе чи пĕрремĕш вырăнта тăрать. Ăна тума машина урапин камерипе усă кураççĕ, çиелтен вара сивве чăтакан материалтан тунă чехол тăхăнтартаççĕ. Ледянкăпа, снегокатпа е çунапа танлаштарсан вăл ту çинчен питĕ пысăк /сехетре 70-80 çухрăм/ хăвăртлăхпа анма тата хăй йĕри-тавра çаврăнса кайма пултарать. Çакăн пек пысăк хăвăртлăхпа вĕçсе анаканскерне тормозĕ ĕçлеме пăрахнă автомашинăпа танлаштарма пулать. Вăл нимле майпа та хăй тĕллĕн чарăнаймасть. Çавăнпа та ватрушкăпа 7 çул тултарман ачасен пачах та ярăнма юрамасть, 7-12 çулхисене те аслисен пăхса тăни вырăнлă.

– Ватрушкăпа ярăнмалли ятарлă правилăсем те пур тăр?

– Ватрушкăпа ярăнма кăмăллăрах. 20 градусран пысăк мар тăвайкки суйламалла. Ту вĕçĕнче чарăнмалли тÿрем пулмалла. Ярăнмалли вырăн автомашинăсем çÿрекен çул çине тухмалла мар.

Чи малтанах ярăнмалли çула тĕрĕслемелле. Унта йывăç тĕмĕсем, чул, хÿме е ытти чăрмавсем ан пулччăр. Тăвайккинчен аннă чухне ытти ярăнакансен çулĕ çине кĕрсе каймалла мар.

Ватрушка çине пукан çине ларнă пек лармалла. Унпа тÿрех иккĕн ярăнмалла мар. Тата темиçе ватрушкăна та пуйăс пек пĕрле çыхса ярăнма юрамасть.

– Апла пулсан йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма хăрушсăртарах?

– Ачасене вĕсемпе те ярăнма вĕрентес пулать. Ÿкес мар тесен йĕлтĕрпе ярăнма, коньки çине тăма, урасене куçарма, тĕрĕс сывлама тата асăрханулăх йĕркисене пĕлмелле.

Йĕлтĕрпе конькие ача çулне пăхса туянмалла. Çав вăхăтрах пуçа, чĕркуççие, чавсана амантасран сыхланмалли хатĕрсем пирки те манмалла мар.

– Ÿксе аманасси ярăннă, вылянă чухне çеç мар, ытти чухне те тĕл пулать-ха?

– Çапла. Аманасси патне час-часах хамăр асăрханусăр пулни илсе çитерет. Тата хĕллехи кун час тĕттĕмленни, çулсене юртан, пăртан тасатманни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

– Пăрлак çул çинче ÿксе аманассинчен мĕнле сыхланмалла?

– Чи малтанах тĕрĕс пушмак суйласа илмелле. Вăл çирĕп пулмалла, шутармалла мар. Пушмак тĕпĕ çемçе резинăран е термопластран пулсан аванрах. Хĕлле çÿллĕ кĕлеллĕ атăпа çÿрени аманас хăрушлăха темиçе хут ÿстерет.

Пăрлак çул çинче утнă чухне урасене çÿллĕ çĕклесе утмалла мар, йĕлтĕрпе пынă пек шутарса пымалла, айлăм вырăнсене айккинчен иртсе кайма тăрăшмалла. Утнă чухне алăсене кĕсьере ан тытăр, енчен те ура шуса кайсан вĕсене кăларса ĕлкĕреймесен те пултаратăр. Çул урлă каçнă чухне те питĕ тимлĕ пулмалла.

– Ÿксе суранланасран сыхланмалли меслетсем пурах пулĕ?

– Шуса ÿкесси кашни çынпах пулма пултарать-ха ĕнтĕ. Шуса ÿкнин хăрушлăхне чакарас тесен тĕрĕс ÿкме вĕренес пулать. Ура шуса кайсан çын çирĕп шайлашу тытас тесе алăсемпе, урасемпе сулкалашать, унтан вара вĕсем çине хăйĕн йывăрăшĕпе ÿкме пултарать. Çакă йывăр сурансем патне илсе пырать. Çавăнпа та ура шуса кайсанах чăмаккаланма тăрăшмалла: урасене чĕркуççинче хуçлатмалла, алăсене хырăм çумне, янаха кăкăр çумнелле хĕстермелле. Хăяккăн ÿкни те шăмăсене хуçас хăрушлăха чакарать, анчах та çак меслет аслă ăру çыннисене мая каймасть, вĕсен пĕçĕ шăмми мăйĕнчен хуçăлма пултарать. Çурăм çине ÿксен вара ĕнсе шăммипе е чавсапа çапăнма пулать. Çавăнпа та çурăм çине ÿкес пулсан янаха кăкăр патне хĕстермелле, алăсене айккинелле сармалла. Енчен те ÿкнĕ хыççăн пуç çаврăнни, ыратни, кăмăл пăтранни, шăмă сыпписем шыçăнни аптăратма пуçларĕ пулсан тÿрех васкавлă пулăшу машинине чĕнĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code