Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕр тÿрленмен суран…

Ĕмĕр тÿрленмен суран…

Кашни çынах çĕр çинче
Телей курма çуралать.
Темшĕн телейĕ вара
Аякра тарса пырать…

1933 çулхи кăрлач сиввинче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Кудрявцевсен çемйине иккĕмĕш хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Тăххăрăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Ку çулсенче ялти хресченĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Çавăнпа та çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Нина аппа пĕрлештернĕ хуçалăхăн сысна фермине ĕçе вырнаçнă. Пурнăçĕ йывăр пулсан та çамрăксем савăнма пĕлнĕ. Ферма ĕçченĕсем общежитире пурăннă. Кунĕпе çăмăл мар ĕçре тар тăкнăскерсем каçхине купăс çеммипе юрласа-ташласа савăннă. Кĕр кунĕсем çитсен яшсемпе хĕрсем улах ларма тытăннă, алă ĕçĕ тунă, вăйăсем вылянă.

Шурă хурăн пек яштака, хура шăрçа пек йăлтăркка куçлă хитре хĕре ялти маттур яш Николай Иванов куç хывнă. Салтак службинче тăнă чухне виçĕ çул юратуллă çырусем вĕçтернĕ каччă савнă хĕрĕ патне. Илемлĕскере кÿршĕ ял каччисем те мăшăр тума ĕмĕтленнĕ. Ку енĕпе çамрăксем пĕр-пĕринпе тÿпелешсе те илнĕ. Коля вĕсене вăл яланлăхах унăн пулассине лайăх ăнлантарнă. 1955 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл тусĕсемпе хĕре кÿршĕ яла вăрласа кайнă. Часах çамрăксем туй-çăнăхта туса ирттереççĕ.

Каччăн амăшĕ чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ашшĕ урăх хĕрарăм патне киле кĕрсе пурăннă. Çуртра качча кайман икĕ аппăшĕпе пĕр аппăшĕн хĕрĕ пурăннă. Çăмăлах пулман виçĕ хĕрарăма пĕр кăмака умне пайлама.

«Пуç пулсан çĕлĕк пулать», – тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Çак каларăш çамрăк мăшăршăн та вырăнлă пулса тухнă. Çулталăкран вĕсем тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсен йăвине çавăрма тытăннă. Йывăр ĕçе пулах пĕрремĕш ачине алла илеймеççĕ.

Вăхăт шав малалла шунă. «Çемье телейĕ – ачасенче», – тенине шута илсе пурăнаççĕ Нинăпа Коля. Ырми-канми колхоз ĕçĕнче тăрăшнă хушăра çемье хушăнсах пынă. Пĕр ывăлпа тăватă хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларма хал çитереççĕ. Ывăлĕ, Юрий, строитель. Çемйипе тĕп хулара пурăнать. Галина – экономист. Мускавра йăва çавăрнă. Тамара педагог. Кÿршĕ ял каччипе мăшăрланса кунтах тĕпленсе икĕ ача – хĕрпе ывăл çуратнă. Тăван ялта кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ парать.Таня тепĕр кÿршĕ ял ачипе мăшăрланса, хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл районти тĕп больницăра медицина сестри пулса ĕçлет.

Аля хĕрĕн ĕмĕрĕ вăрăм килмен. Усал çын аллинчен вилĕм илнĕ вăл. Унăн тăхăр уйăхри ывăлĕ тăлăха тăрса юлнă. Нина аппапа Коля тетешĕн çак пулăм уяр кунра аçа çапнă пекех пулнă. Тĕнче ишĕлсе аннăн туйăннă Нина Петровнăна. Амăшĕ çуккине туйса çĕрĕ-çĕрĕпе кăшкăрса йĕрекен ача сасси чĕрене çурса таткаланă. Шăла çыртса, тăван хĕрĕнчен юлнă тĕпренчĕкне çын тăвас тесе нимĕн те хĕрхенмен Ивановсем. Пĕчĕк Саша ÿссе пырса шкула çÿреме тытăннă.

«Нуша пиртен малта пырать», – тенĕ пек пулса пынă вĕсен пурнăçĕнче. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра шкултан таврăннă чухне çул çинче Сашăна автомашина çапса хăварать. Нина аппашăн çакă пуçран мăлатукпа çапнă пекех пулса тухать. 120 кун хушши тĕрлĕ больницăсенче выртаççĕ. Вĕсем ачана сыватас тесе темиçе операцие чăтса ирттереççĕ.

– Кÿлĕ шывĕ те типсе пĕтет пулĕ, ман куçсенчи куççулĕ вара çаплах типсе пĕтмест, – тет хĕрарăм.

Вăтам шкул пĕтерсен Саша медучилищĕре вĕренсе алла диплом илет. Кăшт лăпланма тытăннă хĕрарăма тепĕр хуйхă килсе çапать. 55 çул алла-аллăн пурнăç çулĕпе утнă савнă мăшăрĕ, йывăр чире пула, пурнăçран уйрăлса каять. Пĕтĕм хуçалăх вăйран кайнă, хуйхăпа хуçăлнă хĕрарăмăн ансăр хулпуççийĕ çине йăтăнса анать.

– Тимĕр те чăтаймасть пулĕ, ман чĕре пурне те чăтать, – тет Нина аппа вĕçĕмсĕр юхакан куççулĕсене шăлнă май.

Халĕ Саша та мăшăрланса ачаллă пулнă ĕнтĕ. Унăн хĕр пĕрчийĕ иккĕмĕш класра вĕренет. Мăнукĕ кукамăшне питĕ юратать, кану кунĕсем çитсенех яла килсе ватăн тĕксĕм пурнăçне çутă сăн кĕртет. Çуртра кĕçĕн мăнукĕн хаваслă кулли янăранă чухне Нина Петровнăн савăнăçĕ куç тулли. Майлă вăхăтра ывăлĕпе мăнукĕ хуçалăхра арçын ĕçĕсене пурнăçласа хăвараççĕ. Тамарăпа Таня пушă самант пулсанах амăшĕ патне васкаççĕ, унăн пурнăçне, хуйхине пĕрле пайласа çăмăллăх кÿме тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра Н.Иванова ачисен пархатарне курса тăрать.

Нина Петровнăн арчинче республика шайĕнче кĕрлесе тăнă «Победа» колхозра ĕçленĕ вăхăтра панă наградăсем йышлă. 50 çул ытла стаж пуçтарнă хĕрарăм Мускаври ВДНХна кайма та тивĕçнĕ. «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсене, Хисеп, Тав хучĕсене те тĕплĕн упрать вăл. Паян та вăл ĕçченлĕхĕпе, çивĕч ăсĕпе, тирпейлĕхĕпе палăрать. Çурчĕ пысăк, таса та ăшă, тĕреклĕ.

Чăх-чĕп, кăвакал усрать. Кил ăшшине çирĕп тытса пырать. Чыс та хисеп сана, чăтăмлă чăваш хĕрарăмĕ.

З.ПОРТНОВА,
ялти ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Иванова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code