Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Грипп ан ертĕр

Грипп ан ертĕр

Грипп – сывлăш урлă ерекен чир. Сывă çыншăн чирлĕ çынпа пĕрле пулма хăрушă. Сывлăх енчен хавшакрах тата тĕрлĕрен чирпе аптăракан çынсене вăл частарах лекет.

Грипăн паллисем – ÿт-пĕве шăнтать, пуç хытă ыратать, температура 38-39 градуса çити ÿсет. Вĕриленнĕрен пуç çаврăнать, пĕтĕм шăм-шак ыратать, сăмсапа сывлама йывăрланать, хăшĕсен куççуль юхма пултарать. Çавăнпа пĕрлех сывлăш çулĕн клеткисенче вируссем аталанаççĕ, типĕ ÿслĕк, сунас пуçланать. Тепĕр чухне тутасем çине тата сăмса тĕлĕнче хăмпăллă пĕчĕк шатрасем тухаççĕ. Чир шала каймасан çын 5-7 кунран сывалать. Анчах вăл вунă кунчченех хăйне вăйсăр туять. Ачасен грипп йывăртарах иртет, температура хăвăрт ÿссе каять, ÿпке шыççи те пулма пултарать. Чир ерсенех тепĕр икĕ кунтан ачан сăмси питрĕнет, сунаслать, йывăррăн сывлать, ÿсĕрттерет. Çемьере гриппа чирленĕ çын пулсан ăна вырăн çине вырттармалла, ытти çынсенчен уйăрмалла. Чирлĕ çын валли пит шăлли, вырăн таврашсем, сăмса тутри уйрăм пулмалла. Чирлĕ çын патĕнче пулнă хыççăн алăсене супăньпе çума манмалла мар. Апчхулатнă тата ÿсĕрнĕ чухне чирлĕ çыннăн çăварне тата сăмсине хупламалла. Гриппа чирлĕ амăшĕн вара ачине кăкăр ĕмĕртнĕ чухне маска çыхмалла.

Грипран сыхланнă чух çак эмелсемпе усă курма пулать: оксолин маçĕ, анаферон, арбидол, виразол, кагоцел. Грипп сарăлнă чухне чей е вĕретнĕ шыв нумайрах ĕçмелле. Эмелсене пĕрремĕш кунсенчех ĕçме тытăнсан лайăхрах. Температура ÿссен – ăна чакаракан эмелсем, пылпа, хăмла çырли варенийĕпе чей тата нумайрах шыв ĕçмелле. Хăшĕ-пĕри хăй тĕллĕн антибиотиксемпе, сульфаниламидсемпе усă курма тытăнать. Кун пек туни чирлĕ çыншăн сиенлĕ.

Чирлĕ çын килте пулсан маска тăхăнмалла, эмелсене пĕр вăхăтра ĕçме тăрăшмалла, чашăк-тирĕк уйрăм пулмалла. Кил-çурта час-часах уçăлтармалла, тасатсах тăмалла.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, уçăлса çÿрени, тĕрĕс те тутлăхлă апатланни, рациона белокпа, минерал хутăшĕпе, витаминпа пуянлатни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах сухан, ыхра, улма-çырла, пахча çимĕç, йÿçĕтнĕ купăста сĕтел çинчен татăлмалла мар.

Гриппа чирлесен апат анмасть, апла тăк çăмăлраххине /чăх шÿрпи, пăтă, çăмарта, сĕт-турăх/ ĕçмелле-çимелле. Çанталăка кура тумланмалла, шăнасран асăрханмалла.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăри тĕп врач çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code