Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçе – чыспа, сумпа, таса шухăш-кăмăлпа…

Тивĕçе – чыспа, сумпа, таса шухăш-кăмăлпа…

Афганистан вăрçинче вăтăр пин ытла çын инвалид пулса юлнă, вунвиçĕ пин ытла салтак ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Афган вăрçине хутшăннă районти воин-интернационалистсенчен пĕри – Лаш Таяпа ялĕнчи Сергей Пешкумов. Унăн ашшĕпе амăшĕ Василий Феофановичпа Любовь Семеновна Пешкумовсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерес тесе пур вăйне хунă. Иккĕшĕн те ашшĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче ирсĕр тăшманпа хаяррăн çапăçса паттăррăн пуçĕсене хунă. Вăрçă вăхăтĕнче самай нуша курнăскерсем мирлĕ пурнăçшăн тăрăшса тăван колхозра пур вăйне хурса ĕçленĕ, ывăлĕсемпе хĕрĕсене пĕринчен теприне маттур та хастар çитĕнтернĕ.

Пешкумовсен 1968 çулхи июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă ывăлĕ Сергей çар тивĕçне Афганистан Республикинче пурнăçланă. Унта 3 çул службăра тăнă йĕкĕт. Ялти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Канашри ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕреннĕ, унтан «Слава» колхозра слесарьте ĕçленĕ. 1986 çулта Лаш Таяпа ялĕнчен Сергей Пешкумов, Геннадий Александров, Александр Львов, Валерий Меметов, Олег Абдулкин, Анатолий Рыжов, Петр Борисов, Вячеслав Михеев, Вăрăмхăва ялĕнчи Михаил Казначеев Совет Çарне тухса каяççĕ. Каярах тĕрлĕ çĕре саланнă вĕсем. Сергей Пешкумова, Вячеслав Михеева, Михаил Казначеева çар тивĕçне пурнăçлама Афган çĕрĕ çине илсе çитернĕ шăпа. Геннадий Александровпа Александр Львов Таджикистанпа Афганистан чиккине хуралланă. Совет салтакĕсем тăванла халăха ишĕлсе пĕтнĕ хуласемпе ялсене çĕклеме пулăшнă, çав вăхăтрах душмансемпе кашни кун тенĕ пекех çапăçăва та кĕме тивнĕ вĕсен. Пĕрле çапăçнă салтаксене тупăксенче Тăван çĕршыва ăсатма тÿр килни чĕрисене вутсăр çулăмпа çунтарнă. Пирĕн районти 3 паттăр та тăван тăрăха сыввăн таврăнайман: Аслă Елчĕк ялĕнчи А.Патшин, Елчĕкри Ю.Борисов, Кивĕ Эйпеçри Ю.Григорьев чĕремĕрсенче ĕмĕрех упранĕç.

– Кивĕ Эйпеç каччи Юра Григорьев халĕ те куç умĕнче. Çулталăк ытла эпир унпа пĕрле пултăмăр. Тусем хушшинче КАМАЗпа солярка, çар хатĕрĕсем турттартăмăр. Душман тĕрлĕ енчен пенĕрен пирĕн колонна час-часах «вутлă çумăр» айне пулатчĕ. Кашни самантра инкек килсе тухма пултарнă. 1988 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче черетлĕ хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче Юрăпа эпир ĕмĕрлĕхех сыв пуллашрăмăр, – тесе хурланса аса илет Сергей юлташне çухатнă вăхăта.

Салтакран таврăнсан мал ĕмĕтлĕ йĕкĕт И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе инженер-электрик профессине алла илнĕ. Маларах тăван «Слава» хуçалăхра вăй хунă, 2006 çултанпа Шупашкарти «Строймост» тулли мар яваплă обществăра электроналадчикра ĕçлет. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе Любовь Витальевнăпа 4 ача ÿстереççĕ. Аслисем Зойăпа Анита Шупашкар хулинче ăс пухаççĕ, Денис ялти шкулта 9-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни Василий кăçал 4 çул тултарать. «Никама та кирлĕ мар вăрçă. Яланах мир пултăр», – тет Сергей Васильевич. Тав хучĕсемпе наградăсем чылай унăн.

С.СТЕПАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Сергей Пешкумов ?иккĕмĕш ретре сылтăмран пĕрремĕш/ интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă юлташĕсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code