Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Акцие хутшăнар

Акцие хутшăнар

 Апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 9-мĕшĕччен çĕршывра «Георгий хăйăвĕ» акци пырать. Акцин тĕп тĕллевĕ — çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче тунă Аслă Çĕнтерĕвĕн хакне туйма май туса парасси, вăрçă паттăрĕсене асра тытасси.

Георгий хăйăвĕ пĕрлĕхлĕхĕн тата ыркăмăллăхăн палли те шутланать. Елчĕк районĕнче «Георгий хăйăвĕ» акци арелĕн 22-мĕшĕнче старт илнĕ. Çавна май волонтерсем, çамрăк армеецсем, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти кадет класĕсенче вĕренекенсем район центрĕнчи тĕрлĕ предприяти-организацисен коллективĕсенче, урамри граждансене Георги хăйăвне валеçеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code