Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сăнарсем паян та асрах…

Сăнарсем паян та асрах…

Театрпа паллашасси манăн ачаранах, шкулта вĕреннĕ çулсенче пуçланчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ялти талантлă çынсене учительсем час-часах спектакльсенче выляма хутшăнтаратчĕç. Тата ун чухне яла Шупашкартан артистсем спектакльсем лартма тăтăшах килетчĕç. Вĕсене урамра ятарласа тунă сценăсем çинче вылятчĕç. Спектакль курма аслисемпе пĕрле эпир те, ачасем, хавхалансах çÿреттĕмĕр. Вăхăта усăллă ирттерме тăрăшса, аслисенчен курса, вĕренсе пырса ялти клуб сцени çине тухма пуçларăм. Мана ун чухнех театрта темле асамлă, эпĕ ăнлансах çитеймен вăрттăнлăх пур пек туйăнатчĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкултан вунă класс вĕренсе тухсан Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине библиотекаре вĕренме кĕтĕм. Унтан вĕренсе тухсан 1978 çулта Елчĕкри тĕп библиотекăна виçĕ юлташ хĕрĕпе – Люда Колосовăпа /Зайцева/, Галя Беловăпа /Мясникова/, Надя Кузьминапа/Петрова/ ĕçлеме килтĕм. Пушă вăхăтра час-часах Елчĕкри культура çуртне каяттăмăр, унти мероприятисене хутшăнаттăмăр. Хаваслăччĕ ун чухнехи çамрăк вăхăт.

Çапла Николай Айзман çырнă «Кай, кай, Ивана» виçĕ пайлă музыкăллă комедине лартма хатĕрленетпĕр. Эпĕ суфлерччĕ ун чухне. Манăн асăма пĕр самант лайăх кĕрсе юлнă. Темле сăлтава пула тĕп сăнар Анюк рольне вылякан Маша Данилова /Горшкова/ яла спектакльпе тухса каймалла чухне килеймерĕ. Мĕн тумалла? Любовь Романова ун чухне «Солнышко» ача садĕнче воспитательте ĕçлет. Каçхине çур ставкăпа клубра пирĕнпе спектакльсем хатĕрлет, унтан Елчĕк артисчĕсен пултарулăхĕпе ытти ял çыннисене паллаштарать. Мана сцена хыçне чĕнсе илчĕ те: «Тамара, эсĕ суфлер, Анюк сăмахĕсене аван пĕлен, атя пулăш, пире ялта куракансем кĕтеççĕ», – тет. Манăн пĕр сăмахсăрах килĕшме тиврĕ. Куракансем пирĕн спектакльпе кăмăллă пулчĕç. Сăмах май каласан, Çĕрпÿре вĕреннĕ чухне те тĕрлĕ инсценировкăсене савăнсах хутшăнаттăмăр.

Ун чухне Хветĕр рольне районти культура çуртĕнче хорпа ĕçлекен Анатолий Сыков методист вылярĕ. Пуян Иван сăнарне вара Владимир Дмитриев калăпларĕ. Кĕтерук – Зинаида Воронова, Анюк амăшĕн Наçтаçăн ролĕнче – Любовь Романова.

Ял халăхĕ эпир вылянă Федор Павловăн «Ялта», «Судра» камитсене те кăмăлласа йышăнатчĕ. Хĕллехи кунсенче çул çинче путса ларнисем те сахал мар пулнă, анчах та çухалса кайман. Асрах-ха, Тĕмере спектакльпе кайсан клуб патне автомашинăпа çитеймерĕмĕр, декорацисене, тумсене алă вĕççĕн йăтрăмăр. Калама кăна!

Çав çулсенче театра юратакан, пĕрле тĕрлĕ рольсенче вылянă артистсене аса илмесĕр иртес килмест. Елчĕк типографийĕн мастерĕ Виталий Стекольников, Антонина Грибова /Сергеева/ библиотекарь, Елчĕк шкулĕн учителĕ Геннадий Мальков, музыка шкулĕн преподавателĕ Надя Лисицына, аптекăри Нина Кильдюшева фармацевт, культура пайĕн ĕçченĕ Зинаида Воронова, комсомол хастарĕ Галина Петрова /Щипцова/, ЛТЦ мастерĕ Борис Щипцов, Валерий Килеев водитель, районти культура çурчĕн хĕрĕсем Елена Петровăпа /Соловьева/ Галина Чернова тата ыттисем те спектакльсенчи кашни сăнара чăн-чăн артистсенчен кая мар выляса тĕрлĕ ял çыннисене савăнтаратчĕç, вĕсен канăвне усăллă ирттерме пулăшатчĕç. Чăваш драматургĕсен чылай пьесине сцена çине кăларнă эпир. Спектакльсенче Анатолий Сыков купăсçă ăста вылянине палăртмасăр хăвараймăн.

Каярах тата Елчĕкрен Патреккелти библиотекăна ĕçлеме куçсан, культура çурчĕн заведующийĕ Елена Добронравовăпа Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов хормейстер ертсе пынипе Н.Айзманăн «Çÿпçипе хупăлчи», «Шикли шикленнĕ – кĕрĕк пĕркеннĕ» комедийĕсене, инсценировкăсене хутшăнса тĕрлĕ сăнара калăпланă.

Юлашкинчен манăн районти культура çурчĕсенче, библиотекăсенче тăрăшакансене Театр çулталăкĕнче уйрăмах, ăс-хакăла, чун-чĕрене пуянлатакан мероприятисемпе куракансем патне çитсе савăнтарма вăй-хăват, сывлăх, хавхалану сунас килет.

Тамара ЗАХАРОВА,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: спектакль хыççăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code