Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнелет Совет урамĕ…

Çĕнелет Совет урамĕ…

Автомашинăпа ларса çула тухакан анчах мар, çуран утакан та такăр çула килĕштерет.

Пытармалли çук, Елчĕкри Совет урамĕнчи район больницине илсе çитерекен асфальтлă çул юлашки çулсенче самаях юхăннăччĕ. Çакна шута илсе кунти çула тĕпрен юсама пикеннĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективне шанса панă. Çула тĕплĕн юсама бюджетран 6 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.

852 метр инçĕшне тăсăлакан çул-йĕре хальхи йышши технологипе усă курса тăваççĕ: малтанхи – кивĕ сий çине вак чул сараççĕ, эмульсипе хутăштарнă хыççăн Рейсаклер йышши техникăпа усă курса пурне те пĕрле вĕтетеççĕ – çапла майпа çула асфальт сарма хатĕрлеççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама харăсах виçĕ единица хăватлă йышши техника хутшăнать. Рейсаклерпа Чурачăкри «Воддорстрой» ОООри ĕçченсем – Алексей Гавриловпа Дмитрий Иванов тимлеççĕ. Ыттисем – хамăрăн çынсем – районти çул-йĕр организацийĕнче тăрăшакансем. Каткисчĕ – Иван Константинов, грейдерисчĕ – Сергей Синев.

Паян-ыранах çула асфальт сарма тытăнмалла. Çак ĕçе тепĕр ушкăн пурнăçлать.

Пĕрре ĕçе пикеннипе усă курса çул çывăхĕнчи тротуара та малалла асфальт сарса тăснă. Вăл самай анлă та пулнăран, ун тăрăх çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа утма пит меллĕ. Тĕп больница çывăхĕнчи автомашинăсене лартмалли площадкăна та çĕнĕрен тума палăртнă – пит аван пулмалла.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Иван Константиновпа Сергей Синев, Алексей Гавриловпа Дмитрий Иванов хĕрÿ ĕçре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code