Августăн 3-мĕшĕнче районти тĕп больницăра кăçал пĕрремĕш хут «Профилактика тĕрĕслевĕсен тата диспансеризацин пĕрлехи кунĕ» иртет.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăри мĕнпур сыватупа профилактика учрежденийĕсенче профилактика тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци витĕр тухма уçă алăксен кунĕсем йĕркелеççĕ.
8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен участок врачĕ патне пымалла, ÿсĕме кура тĕплĕ тĕрĕслевсем витĕр тухмалла.
Аса илтеретпĕр: кăçал çĕршывра диспансеризаци витĕр тухас йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. 40 çултан иртнĕ граждансем тÿлевсĕр тĕрĕслев витĕр кашни çулах тухма пултараççĕ. 18-39 çулхисем вара – виçĕ çулта пĕрре. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта республикăри 114 пин ытла çын диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухнă. Вĕсенчен 40 процентне иккĕмĕш тапхăра ярса хушма тĕрĕслевсем ирттернĕ. Чи пахи – шала кайнă чирсене тупса палăртни. Çавăн пекех çур çулта 199 çыннăн усал шыçă пуррине тупнă. Вĕсенчен 69-шĕ – ĕçлекен ÿсĕмре.
Уçă алăксен кунĕсем сентябрĕн 7, октябрĕн 5, ноябрĕн 2, декабрĕн 7-мĕшĕсенче те иртеççĕ.