Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç тăршшĕ вăрăмлантăр

Пурнăç тăршшĕ вăрăмлантăр

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакан наци проекчĕсенчен пĕри – «Демографи» наци проекчĕ.

Асăннă наци проекчĕн паспортне Раççей Федерацийĕн Правительстви хатĕрленĕ. Унта палăртнă тăрăх, çак проект хăйĕн тытăмне федераци шайĕнчи пилĕк проекта пĕрлештерсе тăрать.

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри министерствăсем тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Мĕншĕн тесен наци проекчĕн тĕллевĕсем анлă та курăмлă: çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне ÿстересси, тăтăшах спорт занятийĕсене хутшăнакансен хисепне пурăнакансен 55 проценчĕ таран çитересси.

Çавăн пекех чи пысăк тĕллевсен шутне ача çуратакансен йышне ÿстересси те кĕрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code