Вторник, Ноябрь 12, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление главы республики Михаила Игнатьева с 1 сентября

Поздравление главы республики Михаила Игнатьева с 1 сентября

Хаклă шкул ачисемпе студентсем!

Хисеплĕ педагогсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Юратнă республикăпа тăван çĕршывăмăр ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хатĕр, ăслă-тăнлă та тĕрлĕ енлĕн аталаннă, конкуренци пултарулăхĕллĕ тата яваплă çынна пăхса çитĕнтересси – пирĕн пĕрлехи тĕллевĕмĕр.

Хальхи саманана тивĕçлĕ, паха тата юрăхлă пĕлÿ – асăннă сферăри патшалăх политикин тĕп принципĕ. Чăваш Ен Правительстви вĕрентÿ ĕçне кăсăклă кăна мар, çав вăхăтрах хăтлă та тăвас тесе пысăк пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлать.

Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн республикăра Етĕрне тата Шупашкар хулисенче çĕнĕ шкулсем уçăлчĕç, 29 ял шкулĕн спортзалне тĕпрен юсанă. Çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкарта «Кванториум» тата Канашра «IT-куб» ачасене хушма пĕлÿ паракан центрсем ĕçе кĕмелле, шкул ачисен пултарулăхне цифра тата гуманитари тĕлĕшĕнчен аталантармалли «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем 40 шкулта йĕркеленмелле. Техникумсемпе колледжсем çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе пуянланĕç.

Çак улшăнусем халĕччен пулман пысăк та анлă «Вĕренÿ» наци проектне пурнăçа кĕртнипе тÿрремĕн çыхăннă.

Мĕн пур вĕренекенпе студента вĕренÿ дисциплинисене çине тăрса алла илме, вĕрентекенсене – пысăк ăспа чăтăмлăх тата педагогика ĕçĕнче ăнăçусем, ашшĕ-амăшне – хăйсен ачисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнма сунатăп.

Иксĕлми вăй-хал, хастарлăх тата вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем сире!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                        М.ИГНАТЬЕВ

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code