Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ мероприяти

Пĕлтерĕшлĕ мероприяти

Юлашки çырав 10 çул каялла иртнĕ. Черетри çитес çулхи октябрь уйăхĕнче пулмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ – çырав комиссийĕн председателĕ Николай Миллин ертсе пынипе кĕçнерникун комиссин пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртрĕ. Çак вăхăтчен хатĕрленÿ ĕçĕсене мĕнле йĕркелени çинчен унта хутшăннă РФ патшалăх статистика службин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Людмила Егорова каласа кăтартрĕ.

Республикăра маларах ĕçе пикеннĕ çырав ыйтăвĕсемпе тимлекен уполномоченнăйсемпе инструкторсем /Елчĕк районĕнчи уполномоченнăй – Людмила Горшкова, инструкторĕ – Надежда Егоркина/ адрессемпе çынсен списокĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Ун хыççăнах регистраторсем хăйсене уйăрса панă территорире кашни çурта картографи материалĕсемпе усă курса тĕрĕсленĕ. Вĕсем çавăн пекех урамсене çутăпа тивĕçтернине, урам ячĕсемпе çурт номерĕсене тĕрĕсленĕ.

Людмила Егорова çĕнĕлĕхсем пирки те чарăнса тăчĕ. Ку чухне çыруçăсен аллинче унчченхи пек çырав хучĕсем пулмĕç – планшетсемпе тата смартфонсемпе усă курĕç. Вĕсенче ятарлă электронлă анкета вырнаçтарнă.

Çырав ыйтăвĕсене патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче те хуравлама май пулать. Интернетра çемьери кашни çын тĕлĕшĕпе çырав хучĕсене тултарма май пур. Паллах, ятарлă çырав пункчĕсем те ĕçлĕç. Унта пырса та çырава хутшăнма пулать.

Çырав хучĕсенчи ыйтусене те çĕнетнĕ. Сăмахран, ăçта тата мĕнле графикпа ĕçлени çинчен е пурăнакан вырăнта регистрациленни, ют çĕршывра пулни пирки те ыйтĕç. Миçе чĕлхе пĕлни, кулленхи пурнăçра мĕнле чĕлхепе калаçни, тупăш пирки те ыйтса пĕлĕç çыруçăсем. Çырава юпа уйăхĕчченхи кăтартусене кăна кĕртеççĕ. Калăпăр, ача юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралсан ăна шута илмеççĕ.

Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем нумай çуллăха официаллă кăтартусем шутланĕç. Вĕсемпе усă курса тĕрлĕ отрасле малалла аталантарма, пурнăç шайне лайăхлатма пулĕ. Комисси председателĕ Николай Миллин Чăвашстат ертÿçин çумĕ Людмила Егорова умĕнче татăклăн çапла палăртса каларĕ:

– Комисси членĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата вырăнсенчи çак ĕçшĕн яваплă çынсемпе пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçлесе Елчĕк районĕ 2020 çулта пулса иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне çÿллĕ шайра ирттерме хастар хутшăнасса шанса тăратăп, – терĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code