Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кĕмĕл» волонтерсен форумĕнче

«Кĕмĕл» волонтерсен форумĕнче

Чăваш наци библиотекинче «Чунпа çамрăк» республикăри «кĕмĕл» волонтерсен регионти форумĕ иртрĕ.

Унта халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн специалисчĕ Вера Молоствова ертсе пынипе районти волонтерсен юхăмĕсен хастарĕсем те хутшăнчĕç.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пĕтĕмпе 500 ытла «кĕмĕл» волонтер. Вĕсем 80 ытла ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ. 5000 ытла ĕç тунă. Вĕсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Аслă ăрури волонтерсене ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин çемьери социаллă ыйтусен тата демографи политикин пайĕн пуçлăхĕ Ольга Еремина саламларĕ, хастаррисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Форумра Çĕнĕ Шупашкарсем, Çĕмĕрлесемпе Етĕрнесем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Унтан пухăннисем тĕрлĕ секцие пайланса малашлăхри плансем çинчен канашларĕç.

Елчĕксем «кĕмĕл» волонтер пуласси хисеплĕ те сăваплă пулнине палăртрĕç. Ырă ĕç тумаллах, вăл ырăпа таврăнатех.

В.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code