Çĕнĕ технологи тапхăрĕнче пурăннă май хальхи ачасен интересĕ, ĕç-хĕлĕ, шухăшĕ те тĕпрен улшăнчĕ. Çавăнпа та çемьере çул çитмен ачасем пур пулсан аслисен тимлĕхе, сыхăлăха самантлăха та чакармалла мар. Мĕн тăвать ача уроксем хыççăн? Урамра кампа çÿрет? Унăн тус-юлташĕ кам? Компьютер умĕнче мĕн пăхать? Вун-вун ыйту тухса тăмаллах ашшĕ-амăшĕ умне. Ывăл-хĕрĕн кăсăкланăвне кашнийĕ пĕлме тивĕçлĕ.
Хальхи вăхăтра ачасен пуçне минретекен çĕнĕ йышши «наркăмăш» – снюс – пирки илтнĕ-и-ха эсир? Унпа çамрăксем наркăмăшланнине телевиденипе те кăтартаççĕ, хаçатсенче те çыраççĕ.
Снюс – никотинлă табак /табаксăрри те пулать/. Ăна вĕтетсе, нÿретсе пĕчĕк хутаçсене чикеççĕ. Тутапа шăл туни хушшине хураççĕ.
Снюса ытларах канфет, мармелад евĕр хатĕрлесе сутаççĕ. Унăн никотин виçи 5-6 пирусрипе танлашать. Снюс наркотик мар пулин те çамрăкăн организмне пысăк сиен кÿрет. Ароматизатор ярса хатĕрленĕ «канфет» тата сиенлĕрех. Ача снюса вăйă евĕр йышăнать. Табак тутине туймасăр чăмлаканскер наркăмăшланнине те тавçăрмасть. Шăршă кăларманскере шăл туни çине çирĕплетнĕрен никотин пыра лекмесĕрех пуçа анратать, миме клеткисене вĕлерет.
Никотинлă туртмалли мар хутăшсем /ытларах чухне канфет, пастила, чăмлак евĕрлĕскерсем/ ачасемпе çамрăксен сывлăхĕпе ăс-тăнĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çакăн пек япаласене ĕмсен, чăмласан сывлав çулĕсен, апат хуранĕн, апат пырĕн тата çăвар чирĕсем аталанаççĕ. Çапла вара чĕрепе юн тымарĕсен, шыçă тата сывлав чирĕсен хăрушлăхĕ палăрмаллах ÿсет. Вĕсенчи никотин виçи çав тери пысăк: юранинчен 20-60 хут нумайрах.
Ача сиенлĕ йăлапа ăна ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитменнинчен, ытларах хăюллăрах пулмашкăн, тантăшĕсенчен юлас мар тесе туслашать. Снюс юна лексен ачан тыткаларăшĕ улшăнать. Вăл алхасать, сикет, чупать, никама итлемест. Кăшт вăхăт иртсенех хытă ÿсĕрме пуçлать, унăн сĕлеки юхать, хăсать, туалета чупать. Никотин экстракчĕ çамрăк организма анратать, шăнăр туртма пуçлать. Кун пек чухне медицина ĕçченĕсем кăна пулăшаяççĕ.
Ача снюс чăмланине систерекен паллăсем: хĕрÿленет, хăйне алăра тытаймасть, кăшт вăхăт иртсенех сÿрĕкленет, аран-аран хускалать. Çавăн пекех унăн астăвăмĕ япăхланать, час ывăнать, чăтăмлăхĕ хăвăрт пĕтет, аппетит çук, пуçĕ, пырĕ ыратать, ÿсĕрет, чылай вăхăт çывăрмасан та хаваслă çÿрет, çăварта пÿрешкесем тухаççĕ, шăл туни шыçать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Асăннă усал йăлапа ачасем ан çыхланччăр тесен ку ыйтупа юнашар ларсах, уççăн калаçмалла, лайăххине япăххинчен уйăрма хăнăхтармалла.
Р.ШАКОВА,
психиатр, нарколог тухтăр.