Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Информаци саккуна хирĕçленĕ

Информаци саккуна хирĕçленĕ

Елчĕк район прокуратури çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене Интернет çыхăнăвĕнче мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çавна май саккуна хирĕçлекен информацие вырнаçтарнă сайтсене тупса палăртнă.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем 2 сайтра шыври чĕр чунсене тытма май паракан, анчах та саккунпа усă курма чарнă электровăлта сутассине пĕлтерекен информацие асăрханă. Çакăн евĕр материалсем вырнаçтарни Раççей Федерацийĕн «Информаци, информаци технологийĕсем тата информацие хÿтĕлесси» саккунне хирĕçлет. Йĕркене пăснă тĕслĕхе пĕтерме ыйтса район прокурорĕ Елчĕк район судне тавăç тăратнă.

С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code