Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

«Пĕрле»

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ – «Пĕрле» сăмах.

Ун пирки пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче уявăн концепцийĕпе мероприятийĕсен планĕпе паллаштарнă чухне пĕлтернĕ те ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева.

Концепци никĕсĕнче – чăваш халăхĕн пуян историйĕ, хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕрки, унăн мухтавлă çыннисем.

Кăçалхи пысăк мероприятисем пурте паллă çак пулăмпа çыхăнĕç: пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче иртекен районсемпе хуласен парачĕ, ака уйăхĕнче пулакан Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ, яш-кĕрĕмĕн «Çамрăк хула» форумĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль, «Амазони» этнокомплексра уçă тÿпе айĕнче фильмсем кăтартĕç тата ытти те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code