Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун ыратăвĕ иртмест

Чун ыратăвĕ иртмест

«Атте» тесе пĕтĕм вăйран, хыттăн кăшкăрса аттене илттерес килет манăн. Стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕкне пăхса вăранатăп та, яланах çавăн пек шухăш пуçа перĕнет.

Çук, «атте» сăмаха каласа курман эпĕ. Мĕн тери хаклă та çывăх сăмах пулсан та. Аттерен 2 çулта тăрса юлнă. Ÿсерехпе, ăна-кăна тĕшмĕртме пуçласан, аса илсе куççуль те тăкнă. Анне те пĕчченех ирттерчĕ ĕмĕрне, хăйĕн Федорне кĕтсе. Вăл, мăшăрĕ вилни çинчен хыпар илсен, çырăвĕсене пачкипе йĕре-йĕре кăмакара çунтарчĕ, ман телее 18 çыру упранса юлнă. Халь вĕсем пирĕншĕн питĕ хаклă талисмансем: ачасем, мăнуксем вуласа пурнăç çулĕ çине тухнă.

Каçарăр, тархасшăн, аттен хăш-пĕр çырăвĕсене куçарса илсе хаçата пама шутларăм. Тен, çамрăксем вăрçă хаярлăхĕ çинчен, пирĕн аттесем пурнăçа мĕн виличчен юратнă туйăмсене вуласа пăхĕç, çак телейлĕ пурнăçшăн манăн атте 33 çулта пуçне хунине.

ДМИТРИЕВА /Самсонова/ Людмила Ф.,
Лаш Таяпа ялĕ.

Редакцирен: Людмила Федоровна ашшĕ фронтран янă çырăвĕсене упрани хăех пысăк хисепе тивĕç. Вĕсенче ашшĕ вăрçă ахрăмне питĕ сахал çутатнă – хурлантарас темен пуль, ытларах кил-çемье туртăмĕ палăрать. Хăш-пĕр çырăвĕсене кăштах кĕскетсе, анчах сăмахĕсене пач улăштармасăр пичетлетпĕр.

…Кунтан чипер сывă юлса киле таврăнасчĕ-ха, унтан вара санпа ман пек пурăнаканни ялта та пулмĕ.

Эпĕ чул çинче ÿснĕ курăк пек, манăн çуралнăранпа та пĕр кун шухăшсăр иртмен пуль, ну вăл шухăшсем и вăл йывăрлăхсем хальхипе танлаштарсан ним те мар. Ман пек чул хушшинче ÿснĕ чун шывра та путмалла мар, вутра та çунмалла мар. И халь те шухăшлатăп ку вутлă вăрçă хыççăн сывă юлса пурăнмалла пулсан, çын тĕлĕнмелле пурăнăпăр.

13 август 1942 çул.

…Муш киле таврăнса пулми тесе шухăшлатăп, ну киле урăх нихçан та таврăнса пулмасть пуль, ахăр кунсем питĕ çавăн пек пула пуçларĕç, манăн малашне çыру çырма вăхăт пулас çук. Ну усалпа ан асăнăр, урăх ним çырма та пĕлместĕп. Сывă пулăр, тата тепĕр хут пысăк салам и ыталаса чуп тăватăп.

1 апрель 1943 çул.

Ну, Сухви! Эсĕ хут те мĕн шухăшласан та, эпĕ сана манма пултараймастăп. Иксĕмĕр пурăннă пурнăçа аса илсен, çав тери киле таврăнас килет…

11 май 1943 çул.

Вăрçă тискер япала, никама та шутламасть. Мĕн пулассине пĕлме çук, ну иртнĕ вăрçăсенче сывă юлса килтĕм, а малашне мĕн пулассине калама пултараймастăп. Ну мĕн пулсан та паян сывă-ха. Халь санран çыру илнипе питĕ кăмăлăм тулчĕ.

Ну манăн та шухăшласан чунăм хурланать. Çынсем телейпе çуралнă пуль çав, хальхи вăхăтра та киле таврăнса каяççĕ пулсан, манăн киле таврăнăп теме ним шанăç та çук. Çапла хамăн кĕске ĕмĕрĕме çичĕ çул салтакра ирттеретĕп. Ну мĕн тăвас тен, чипер сывă юлас, кайран пурпĕрех хамăрăнне илĕпĕр. Манăн та сана ыталаса чуп тăвас килет, ну халь ун çинчен шухăшласа кăмăла пăсни кăна пулать. Пурпĕр вăрçă пĕтмесĕр ним тума та çук. Эсĕ питĕ хурланса çырнă. Хурланас пулмасть, вăхăт пире савăнма та пулĕ.

16 май 1943 çул.

…Сисме те çук вăхăт иртнине, халь кăна çуркуннеччĕ, халь часах тырă вырма тухмалла. Тырă вырма тухсан çу иртсе каять те ĕнтĕ. Çавăн пекех ĕмĕр иртни те сисĕнмĕ. Вăхăт вăл шухăшланă чухне кăна вăраха тăсăлнă пек, час иртмен пек туйăнать, шухăшламан чух сисме те çук час иртет.

14 июнь 1943 çул.

Ну, Сухви! Сана халь юлашки вăхăтра питĕ нумай çыру ятăм, пăтта çу пăсмасть. Халь хирте çынсемпе ĕçленĕ вăхăтра кашни кун тенĕ пек çыру илни питĕ аван пулĕ. Эпĕ кунтан та куратăп, унта мĕнле иккенне. Паян сана пĕр пин те икçĕр тенкĕ укçа ятăм.

20 июнь 1943 çул.

…Ялта нумайăшĕ пĕлмеççĕ вĕт эпĕ хамăн çур ĕмĕре армире ирттернине. Срочный службăра 4 çул, Финлянди вăрçинче çур çул и ку вăрçăра икĕ çул çÿрени ахаль иртмен çав. Эпĕ çичĕ çул служит туса арми ĕçне вĕренсе пынă…

3 июль 1943 çул.

…Людапа сана курас килни çунтарать. Ну халь таврăнса пулмасть пуль çав. Мĕнле пулсан та çырнă нушана курас пулать, а Сухви санăн унта малашне лайăх пурнас шухăшпа пурăнмалла…

18 июль 1943 çул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code