Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Районпа паллашнă

Районпа паллашнă

Елчĕк районĕнчи черетлĕ ĕç эрни тăкăс килчĕ. Чăваш Республикинчи тĕрлĕ сферăсене ертсе пыракан, должность тивĕçĕсене нумаях пулмасть пурнăçлама тытăннă министрсем кашни кун тенĕ пекех килсе тăчĕç. Сăмах май, муниципалитетсенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе хальхи вăхăтра вĕсем республикăри пур тăрăха та çитме тăрăшаççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Краснов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулсан Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программи шайĕнче 2020-2025 çулсенче Елчĕк районĕнче ĕçе кĕртме палăртакан ыйтусене сÿтсе явнă.

Дмитрий Краснов май пулнипе усă курса Леонид Григорьев уйрăм предпринимателĕн ритуаллă пулăшупа тивĕçтерекен, брусчатка, эрешлесе тăвакан тимĕр изделисен предприятийĕн, Юрий Титов уйрăм предпринимателĕн «Промсервис» НПО» АОн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Яваплă ĕçре хăйсене тĕрĕслекен пайтаçăсене, çавăн пекех район ертÿлĕхне те палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçусем суннă.

Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев, тĕпрен илсен, районта инфраструктура ыйтăвĕсене епле татса пама пултарнипе кăсăкланнă. «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă программăпа килĕшÿллĕн Аслă Елчĕк ялĕнче йĕркеленĕ хоккей площадки таврашне шăпах хальхи вăхăтра хăтлăх кÿнипе паллашнă, Елчĕкри культурăпа кану паркне те çитсе курнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова ăна обществăлла территорисене малашне хăтлăх кÿрессипе туса хатĕрленĕ проектсемпе те паллаштарнă.

Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май экологи тĕлĕшĕнчи çивĕч ыйтусене хускатнă. Çавăн пекех вăл федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проектне пурнăçласа Елчĕкри свалкăна рекультиваци тунин ĕçĕпе паллашнă.

Июлĕн 30-мĕшĕнче ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова районта пулнă май Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче уйрăммăн палăртнă социаллă сферăри аталану çул-йĕрĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, чухăнлăхран тухасси пирки чарăнса тăнă.

Кăçалхи çак тапхăрччен Елчĕк районĕнче сахал тупăшлă çемьесемпе тата уйрăм граждансемпе 55 социаллă контракт çырнă. Пулăшу мерисемпе усă курма тивĕçлисене июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1,9 миллион тенкĕ чухлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Министр ку тĕлĕшри ĕçсене пурнăçласси çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсен яваплăхĕ те калама çук пысăк. Ĕçсĕр граждансене ĕçе вырнаçма пулăшасси вĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăмалла.

Алена Елизарова паянхи çăмăл мар лару-тăрура – коронавирус инфекцийĕ алхаснă вăхăтра ĕçсĕр тăрса юлнă, сахал тупăшлă граждансемпе çемьесене федераци тата регион шайĕнче çирĕплетнĕ тÿлевсемпе тивĕçтерессине кал-кал йĕркелесе пыма хутшăнакан специалистсен ушкăнне тав тунă, наградăсемпе чысланă.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code