Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăйсен ĕçĕнчи ăстасем

Хăйсен ĕçĕнчи ăстасем

Сăрьелĕнчи почта çыхăну уйрăмне çиччĕмĕш çул Гелюсе Давлетшина ертсе пырать. Уйрăма 2 пине яхăн хаçат-журнал килсе тăрать. Сăрьелсем «Елчĕк ен» хаçатпа пĕрле тутар хаçат-журналĕсене йышлăн çырăнса илеççĕ. Уйрăмах «Вакыт» хаçата кăмăллаççĕ.

Гелюсе Салимзяновна почтальонкăсен ĕçĕпе кăмăллине палăртать. Вĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупнă, куллен ял çыннисем патне ăшă хыпар çитерме васкаççĕ. Хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне пенсие вăхăтра тивĕçтереççĕ. Сăрьелсен чи кĕтнĕ çынни Алфиря Юсупова почтальонкăра ĕçлеме тытăнни вунă çул çитнине сиссе те юлайман. Вăл хăйне шанса панă ĕçе яваплăхпа, хастарлăхпа пурнăçлать.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: А.Юсуповăпа Г.Давлетшина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code