Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх ялавĕ – çĕршыв мăнаçлăхĕ

Патшалăх ялавĕ – çĕршыв мăнаçлăхĕ

Паян – Раççей Федерацийĕн Ялавĕн кунĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялавăн историйĕ пуян та хумхануллă. Ялавăн кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Шурă тĕс ирĕклĕхпе мăнаçлăха, кăвакки – шанчăклăхпа чыслăха, хĕрли хăюлăхпа юратăва пĕлтереççĕ.

Истори страницисене уçсан, çакă паллă: шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава 1705 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша ятарлă Указпа çирĕплетнĕ. Ялава суту-илÿ карапĕсемпе пăрахутсем çине çакма хушнă. Пĕрремĕш Петĕр çирĕплетнĕ ялав 150 çула яхăн вырăс наци ялавĕ шутланнă, вăл Раççейĕн тинĕсри тата юхан шыври кашни карапĕ çинчех вĕлкĕшнĕ. Шурă- кăвак-хĕрлĕ ялава, вырăс нацийĕн символĕ тесе, 1856 çулта Парижра – Крым вăрçи вĕçленнĕ ятпа мирлĕ килĕшÿ тунă чухне те çакнă.

Çапах та Вырăс патшалăхĕн ялавĕ пулса тăриччен пайтах вăхăт иртнĕ-ха. Иккĕмĕш Александр патша хура-сарă-шурă ялав çирĕплетни те пулнă. 1883 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче вара Виççĕмĕш Александр патша Раççейĕн пĕрлехи ялава шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялавĕ тесе йышăннă.

1918 çулта ăна юнпа пĕвеннĕ хĕрлĕ ялав ылмаштарнă. 70 çултан, 1991 çулхи августăн 22-мĕшĕнче, РСФСР Аслă Канашĕ историлле тĕрĕслĕхе каялла тавăрса шурă-хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ ялава каллех патшалăх ялавĕ тесе çирĕплетнĕ. Шăпах çав кунранпа августăн 22-мĕшĕнче Раççей патшалăхĕн ялавĕн кунĕ шутланать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code