Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Туслăх Кубокĕн хуçи

«Туслăх Кубокĕ» ятпа иртекен футбол турнирĕн ырă традицийĕсене районти пуçаруллă çамрăксен ушкăнĕ çирĕп тытса пырать.

Черетлĕ ăмăрту Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕн футбол уйĕнче иртнĕ. Унта районти 8 команда тупăшнă. «Олимп системипе» ăмăртса «Елчĕк» ушкăн пурне те çĕнтерсе куçса çÿрекен Туслăх Кубокне тивĕçнĕ.

Елчĕксем палăрнă

Çĕнĕ Шупашкарта 2008-2009 çулсенче çуралнисен хушшинче çăмăл атлетсен республика шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ.

Елчĕк район чысне çак тупăшура ачасемпе çамрăксен «Улăп» шкулĕн тренер-преподавателĕн Вениамин Кудряшовăн воспитанникĕсем хÿтĕленĕ. 60 метрлă дистанцире Роман Фомкин çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, унăн йĕкĕрешĕ Семен 4-мĕш вырăна тухнă. 300 метрлă дистанцире вара Семен Фомкин 3-мĕш, Роман 5-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Командăри Эвелина Чернова 300 метрлă дистанцире тупăшса 14 чи лайăх спортсмен йышне кĕнĕ.

Ачасем тăршшĕне тата çÿллĕшне сикессипе иртнĕ ăмăртура та палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code