Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анне – çемье ăшши, илемĕ

Анне – çемье ăшши, илемĕ

Анне… Çĕр çинчи чи хаклă, чи илемлĕ те çепĕç сăмах. Вăл пире кун-çул парнелет, телей пиллет, юратса, лăпкаса ÿстерет. Ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн, ырă-сывă çитĕнтерессишĕн ырми-канми ĕçлет вăл.

Тĕлĕнмелле маттур, пултаруллă, ĕçчен çын, пирĕн чи çывăх та хисеплĕ çыннăмăр, чунтан савнă мăшăрăм, хаклă та ытарайми аннемĕр, ырă кăмăллă кукамайăмăр – Курнавăш ялĕнче пурăнакан Зинаида Александровна Прохорова иртнĕ кунсенче 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. 7 хĕр те 1 ывăл пулнă вĕсен. Ачалăхĕ çăмăл килмен вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче. Çапах та нихăçан та пуçа усман, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕреннĕ хĕр ача. Çакă унăн характерне çирĕплетнĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех, учитель пулма ĕмĕтленнĕ. 1963 çулта мал ĕмĕтлĕ пике Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультечĕн студентки пулса тăнă. 1968 çулта диплом илнĕ.

Вĕреннĕ вăхăтра вăл аттепе – Курнавăш каччипе Герасим Прохоровпа паллашать. 1968 çулта вĕсем çемье çавăраççĕ. Диплом илнĕ хыççăн Зинаида Александровнăна Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялне ĕçлеме яраççĕ. Институт пĕтерсен Герасим Васильевич та Палтиелне каять. 10 çул ĕçлеççĕ вĕсем унта. Мĕн каламалли, тăван ен хăй еннех туртать. Курнавăш шкулĕнче ĕç вырăнĕ тупăнсан виçĕ ачаллă çемье пĕр тăхтамасăр яла таврăнать. Курнавăш шкулĕнче анне тата 23 çул ачасене математика предметне вĕрентет. Хăйĕн ĕçĕнче яланах çĕнĕрен те çĕнĕ, интереслĕ мелсем шыранă, ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă.

Мĕн пĕчĕкрен йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнăран Зинаида Александровна чунтан юратнă ĕçне тĕплĕн туса пынă. Яланах яваплăха туйса, мĕнпур вăй-халĕпе тăрăшса, вăхăта манса кайса чунне парса ĕçленĕ. Вăл вăй хунă çулсенче кунти вĕренекенсем районти, республикăри математика предмечĕпе иртнĕ тĕрлĕрен конкурссенче, ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. Вĕренекенсене хăйĕн ырă кăмăлĕпе, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлсе, малашри ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе пыма шанчăк панă.

Темиçе хутчен те класс ертÿçи пулнă май Зинаида Александровна кашни ачан пурнăçĕпе, савнăçĕ-хуйхипе пурăнать, кашни вĕренекене хăйĕн ачине юратнă пек юратать, тĕрĕс çул çине кăларма, йывăр самантсенче канаш парса пулăшса пырать. Çавăнпа та вăл вĕрентсе кăларнă ачасем паянхи кун та манмаççĕ, ун патне тăтăшах килсе çÿреççĕ, нумайăшĕ чăннипех те юратса «иккĕмĕш анне» тесе калаççĕ. Ырă кăмăллă та пултаруллă класс ертÿçи каланă сăмахсем, вĕсене шанса тăни нумай вĕренекене пурнăçра çитĕнÿсем тума пулăшнă.

Çынна пулăшас, ырă тăвас туйăм унăн яланах малти вырăнта тăнă. Зинаида Александровна кашни ачан чĕринче хăйĕн çутă сăнарне хăварма пултарнă, пурнăçăн аслă çулĕ çине тухса çирĕппĕн малалла утма шанчăк панă.

Ĕçе чунтан юратни пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнă. 1982 çулта РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп грамотине, 1985 çулта «Аслă вĕрентекен» ята, 1992 çулта «Ĕç ветеранĕ» медале илме тивĕçнĕ.

Зинаида Александровнăпа Герасим Васильевич виçĕ хĕре кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă, аслă пĕлÿ панă. Халĕ 6 мăнукпа, 2 кĕçĕн мăнукпа савăнаççĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та аттепе анне алă усса лармаççĕ, май килнĕ таран ачисене, мăнукĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Кил картинче чăх-чĕп усраççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ, пысăк сад ĕрчетеççĕ. Пирĕн юратнă анне питĕ чечексем кăмăллать. Пахчара мĕн тĕрлĕ çеçке çук пулĕ унăн: çуркунне юр айĕнчен тухаканнисем те, çуллапа кĕркуннеччен илĕртсе лараканнисем те. Аннен чунĕ ырă, аллисем ылтăн. Вăл тем тума та пĕлет, пур ĕçре те маттур: çĕлет, тĕрлет, çыхать, тутлă апат-çимĕç пĕçерет. Унăн кăпăшка та тутлă кукăлĕсене вара пурте кĕтеççĕ.

Ытарайми мăшăрăм, аннеçĕм, кукамай! Эсĕ пирĕншĕн хĕвел ăшши евĕрех. Санăн йăваш куллу, ырă кăмăлу пире телей пиллет, вăй-хăват хушать. Эсĕ пирĕншĕн чи çывăх та хаклă çыннăмăр, пирĕн телей. Пуриншĕн те тавах сана. Эпир сана чун-чĕререн юрататпăр, юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Алена ПРОХОРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: З.Прохорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code