Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куравра – архив докуменчĕсем

Куравра – архив докуменчĕсем

Федерацин Атăлçи округĕнче архив материалĕсен Пĕтĕм Раççейри «Без срока давности» куравĕ уçăлнă. Чăваш Енре ăна Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче йĕркеленĕ. Кун пирки «Советская Чувашия» хаçат пĕлтерет.

Кураври документсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тылри çынсен инкекне кăтартса параççĕ. Унта совет халăхĕн геноцичĕ пирки калакан документсене пĕрремĕш хут çын умне кăларнă. Курава ахальтен мар февралĕн 8-мĕшĕнче уçнă. Шăпах çак кун, 75 çул каялла, Совет Союзĕн тĕп айăплавçи Роман Руденко Пĕтĕм тĕнчери çар трибуналĕнчен нацистсен тискерлĕхĕ пирки сăмах каланă. Шупашкарта курав февралĕн 21-мĕшĕччен ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code