Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > 1-мĕшсен йышĕ ÿсет

1-мĕшсен йышĕ ÿсет

ЧР вĕренÿ министрĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, 1-мĕш класа каякан çуллен пысăкланать – кăçал республикăра пуçласа парта хушшине ларакансен йышĕ 17 пине яхăнах пулĕ.

Çав шутра 7,8 пин ача – Шупашкарта. Шăпах тĕп хулара ачасене шкулсене йышăнас тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем тухса тăма пултараççĕ. Калăпăр, Çĕнĕ хулара çамрăк çемье нумай, пĕлтĕр унти çĕнĕ шкулта «1-мĕшсем» ултă класс пулнă, кăçал вара 16/!/ пулма пултарать. Ачасене шкула илме ыйтса çыракан заявленисене йышăнас тĕлĕшпе пысăк тимлĕх кирлĕ. Пропискăпа килĕшÿллĕн çыракан заявленисене йышăнасси апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланать.

Çав вăхăтрах Алла Салаева пĕр çемьери ачасен пĕр шкулта вĕренмелли ирĕкне уямалли пирки пайăррăн асăрхаттарнă. Урăхла каласан, 1-мĕш класа каймалли ачан пиччĕшĕ е аппăшĕ вăл е ку шкулта вĕренет тĕк – пĕчĕкскере те çав шкулах йышăнма тăрăшмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code