Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Экзаменсем пуçланнă

Экзаменсем пуçланнă

9 тата 11 классенче вĕренекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланнă – экзаменсем. Вĕсем, тĕпрен илсен, Елчĕкри вăтам шкулта иртĕç.

Тăххăрмĕшсем (163 ача) тĕрĕслев ĕçĕсем çырассипе майăн 18-мĕшĕнчех «старта» тухнă. Паян хăйсен пĕлĕвне географи тата ют чĕлхесене тишкерессинче кăтартĕç. Патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацинче – вырăс чĕлхипе (майăн 24-мĕшĕ), математикăпа (майăн 27-мĕшĕ) тĕрĕслессинче 157 вĕренекен хутшăнĕ.

11 классенче пĕлÿ пухакансем экзаменсене çак кунсенче тытаççĕ: июнĕн 3-мĕшĕ – вырăс чĕлхи, июнĕн 7-мĕшĕ –математика (профиль), июнĕн 11-мĕшĕ – истори тата физика, июнĕн 15-мĕшĕ – обществознани, июнĕн 24-мĕшĕ – информатика тата ИКТ.

Аттестат илме хатĕрленекен 111 вĕренекенрен 16-шĕ, аслă шкулсене вĕренме кайма шут тытманнисем, вырăс чĕлхипе майăн 25-мĕшĕнче, математикăпа (профиль) майăн 28-мĕшĕнче тухĕç «ала витĕр». Экзаменсен тапхăрĕнче халĕччен çирĕплетнĕ йĕрке вăйрах юлать. Унсăр пуçне пандемипе çыхăннă хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене те шута илĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code