Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Площадкăсене – тимлĕх

Площадкăсене – тимлĕх

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый иртнĕ тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Çу уйăхĕн 24-30-мĕшĕсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти праймериз – электронлă майпа малтанлăх сасăлавне йĕркелерĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе кĕскен паллаштарнă май Леонард Васильевич çакна палăртрĕ:

– Чылай ĕç туса ирттертĕмĕр. Çăмăл пулчĕ тесе те каласшăн мар. Çапах та халăх хушшинче, ĕç коллективĕсенче ăнлантару ĕçĕсене тивĕçлипе йĕркелени кирлĕ кăтарту тума май пачĕ.

Пирĕн район асăннă сасăлав кăтартăвĕпе яллă районсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта. Малтисем – Канашсемпе Пăрачкавсем.

Праймеризра çĕнтернĕ кандидатсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин суйлава хутшăнмалли списокне кĕртĕç. Аса илтеретпĕр: РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ кăçалхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртет. Унччен вăхăт чылай-ха тесе лăпланма кирлĕ мар. Суйлав участокĕсене сыхлăх, пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕнчен хатĕрлемелле, хăш-пĕр çĕрте, тен, юсав ĕçĕсене туса ирттермелле, суйлав комиссийĕсен йышне кĕртме резерв хатĕрлемелле, суйлавçăсен списокĕсемпе ĕçлемелле… Сентябрьте мар, хальтерех пурнăçламалли ĕçсем кусем. Çапла майпа, хатĕрленÿ мероприятийĕсене мĕнле йĕркелени суйлав кăтартăвĕсене те витĕм кÿрĕ.

Майăн 28-мĕшĕнче Куславккара районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта, тĕпрен илсен, сăмах ача-пăча вăйă тата спорт площадкисем пирки пынă. Экспертсем Мускавранах килнине шута илсен калаçу çивĕчлĕхĕ пирки иккĕленмелли çук, мĕншĕн тесен ачасемпе çыхăннă ыйтусенче иккĕмĕш шайри проблема пулма та пултараймасть.

Юлашки çулсенче районти ялсенче те ачасене вылямалли, вăй-халне çирĕплетмелли тĕрлĕ оборудовани чылай вырнаçтарчĕç. Анчах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен «туса панă та – пулчĕ» принцип пулмалла мар. Асăннă площадкăсем – илемшĕн мар. Вĕсемпе усă курнă май ятарлă требованисене тĕпе хумалла, оборудованисен юсавлăхне тăтăшах тĕрĕслемелле, объектăн паспорчĕ пулмалла. Ку тĕлĕшпе Елчĕкри Николай Миллин ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ тĕслĕх. Тата: кашни спорт хатĕрĕн сертификачĕ пулма кирлĕ, кивĕ е юрăхсăра тухнă оборудованисемпе усă курма юрамасть – пăрахăçламалла. Уявсенче батут е ытти сикмелли-ярăнмалли хатĕрсем вырнаçтарас тесен районти Ростехнадзор инспекцийĕпе çыхăнмалла.

Леонард Левый çавăн пекех «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингра иртнĕ семинар-канашлу пирки те чарăнса тăчĕ. Пысăк предприятие пирĕн ентеш, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов ертсе пырать. Кунта ĕне выльăх шучĕ чи пысăкки, республикăра унашкалли урăх çук, пĕтĕмĕшле сĕт сăвассипе – иккĕмĕш. Ĕçлĕ делегацие 440 пуç выльăх вырнаçмалăх çĕнĕ комплекспа паллаштарнă, ăна хута яма 105 миллион тăкакланă.

Агрохолдингра маларах е халь хута янă объектсемпе çырлахса лармаççĕ, çывăх çулсенче тата тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ 4 объект хута ярасшăн. 2022 çул тĕлне сăвăнакан ĕнесен шутне 5 пине /пирĕн районĕпе те 3100 ытларах çеç/ çитерме палăртаççĕ…

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн аслă инспекторĕ Сергей Сардаев пушар хăрушлăхĕпе çыхăннă темăна хускатрĕ. 10 пушартан ?иртнĕ çул – 12/ улттăшĕ çÿп-çап, типĕ курăк çунтарнипе пулнă. Саккуна хирĕçле тĕслĕхе пурăнакан секторта çеç мар, ытти территорире те регистрациленĕ, айăплисен ячĕпе протокол çырнă. Çав вăхăтрах штрафсем уголовлă яваплăх енне куçма пултарасси пирки те аса илтерчĕ Сергей Геннадьевич…

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code