Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Тĕрĕллĕ Чăваш ен

Тĕрĕллĕ Чăваш ен

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш наци музейĕ йĕркелесе янă «Тĕрĕллĕ Чăваш ен» ятарлă акци-проект ĕçлеме пуçларĕ. Чăваш Республикинчи 21 муниципаллă район ăстисем хăйсен район карттине тĕрлеççĕ. Карттăсене «Паха тĕрĕ» фирма пĕрле пуçтарса Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне хатĕрлет. Кашни районти тĕрĕ ăсти хăйсен тăрăхĕнчи çĕвĕпе, районти символикăсемпе усă курса хатĕрлет.

Елчĕк район карттине Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Римма Парферьева тĕрлеме килĕшрĕ. Карта схемине хатĕрленĕ самантсенче Римма Витальевна Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнчи ĕçтешĕсемпе канашларĕ. Районти 9 ял поселенине тĕрлĕ тĕспе тĕрлесе уйăрнă май çак тăрăхра ял хуçалăх ĕçĕпе мĕнле уйрăлса тăнине, çак поселени ыттисенчен мĕнле хаклă историллĕ вырăнпа пуян пулнине кăтартса хăварас терĕ. Аслă Пăла, Çÿт кулĕ, Аслă Таяпа, Лащ-Таяпа вырăнĕсене хăйне евĕрлĕ паллăпа тĕрлесе хăварчĕ Римма Витальевна. Карта варринче Елчĕк районĕн символики те тĕп вырăн йышăнса тăрать. Паянхи куна 21 район хушшинче Римма Парферьева ăстасенчен пĕрремĕш пулас карттăн пайне Чăваш тĕррин музейне илсе çитернĕ.

Чăваш АССР карттине пуçласа 1937 çулта тĕрленĕ пулнă. Вăл ун чухне Чăваш автономийĕ Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх куравне хатĕрленнĕ ятпа тÿр килнĕ, калăпăшĕ 2,70 х 2,5 0 метр пулнă. Ăна масштабпа картографи калăпăшĕсене пăхăнса тĕрленĕ. Вăл вăхăтри проекта Л.Г.Яковлева ÿнерçĕ ерте пынă. Алькешри «Паха тĕрĕ» фирмăра вăй хуракан 11 тĕрĕ ăсти çак карттăна пĕр çулталăк  хатĕрленĕ.

84 çул иртсен, паянхи кунхи тĕрĕ ăстисем тепĕр хут Чăваш Республикин карттине тĕрлесе, ĕлĕкхи мастерсен ăсталăхне хутшăнтарса, утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 15- мĕшĕччен хăйсен район карттисене тĕрлеççĕ. Ятарлă пир татăкĕ çинче кашни тĕрĕçĕ хатĕрленĕ пайсене «Чăваш тĕррин музейне» кайса параççĕ. Чÿк уйăхĕн 26- мĕшĕнче вара Чăваш тĕрри кунĕ çĕнĕ карта çут тĕнче курать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code