Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ГТО тусĕсем

ГТО тусĕсем

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекенсен черетлĕ ушкăнĕ ГТО нормативĕсен пĕр пайне пурнăçланă.

Иртнĕ ытларикун районти ГТО нормисен тесчĕн Центрĕн судйисем Петр Смирновпа Олег Осипов 2-4 классенчи 29 ачана тĕрĕслев витĕр кăларнă. Вĕсем 1000 метра чупассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе, гимнастика пуканĕ çинче тăрса малалла пĕшкĕнессипе тупăшнă. Çывăх кунсенче ачасем тата ултă дисциплинăра хăйсен ăсталăхне кăтартĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code