Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Çивĕч вăйăсенче

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Владимир Албутова асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ.

Шупашкарти «Елчĕк ентешлĕхĕ» обществăлла организаци йĕркеленĕ ăмăртура пурĕ 5 команда тупăшнă. Вĕсен хастарĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, палăртнă организацин ертÿçин çумĕ Юрий Карпов тата Владимир Гурьевичăн шăллĕ Петр Албутов саламланă.

Вăйăсем пысăк хавхаланупа, питĕ кăсăклă иртнĕ. Кашниех çĕнтерме ăнтăлнă. Çапах та тĕп хулари «Зеленстрой» предприятин волейболисчĕсем ыттисенчен çивĕчрех пулни малтанхи тĕл пулурах курăннă. Вĕсем – пĕрремĕш. 2-мĕш вырăнта – Патăрьел районĕнчи «Ахпÿрт». «Елчĕк районĕ» команда призерсен йышне кĕни те савăнмалăх.

Турнирта чи пултаруллисене те палăртнă: Алексей Сымов /«Патăрьел ентешлĕхĕ»/, Петр Иванов /«Елчĕк районĕ»/, Андрей Христофоров /«Ахпÿрт»/, Евгений Васильев /«Зеленстрой»/.

1-мĕш тапхăрти çĕнтер

Патреккел ялĕнчи хоккей площадкинче шкул ачисем ?аслă ушкăн/ «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илессишĕн республика первенствин 1-мĕш тапхăрĕнче тупăшнă.

Елчĕк районĕн хоккеисчĕсем Патăрьел районĕн тата Канаш хулин командисене парăнтарса 2-мĕш тапхăрти вăйăсене хутшăнма тивĕçнĕ. А.Адюковпа Ю.Рахмуллин тренерсем ертсе пыракан пĕрлештернĕ командăра уйрăмах Даниил Патшин, Алексей Вастулов, Денис Иванов тапăнса вылякансем, Кирилл Убасев хÿтĕлевçĕ, Стас Владимиров хапхаçă пысăк ăсталăх кăтартнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code