Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Ирхи апат директорпа»

«Ирхи апат директорпа»

акци районти шкулсенче çирĕп йăлана кĕнĕ.

Çак кунсенче Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ ачисен апатланăвĕпе интересленнĕ. Чи малтанах апат пахалăхĕпе, блюдăсен температура режимĕпе, порцисен виçипе, менюпа килĕшÿллĕн апат хатĕрленипе, апатланмалли залти йĕркелĕхпе кăсăкланнă.

– 1-4 классенче вĕренекенсене апат тÿлевсĕр çитереççĕ. Çавăн пекех сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсене тÿлевсĕр çитерессине йĕркеленĕ, – пĕлтернĕ шкул директорĕ Галина Осипова.

Ашшĕ-амăшĕ ачасене вĕри апат çитерессине тивĕçлипе йĕркеленине, апата тутлă пĕçернине, коронавирус алхаснă тапхăрта столовăйĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăннине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code