Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шуртан, йыт-качкаран та сыхланмалла

Шыв-шуртан, йыт-качкаран та сыхланмалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.

Леонард Левый Шупашкарта пулса иртнĕ «Единая Россия» политика партийĕн регионри уйрăмĕн XXXII конференцийĕн ĕçне хутшăннă май, кĕскен унта сỹтсе явнă ыйтусем çинчен чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех иртнĕ эрнери район пĕлтерĕшлĕ анлă мероприяти вăл — 2021 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕрле пухăнса пĕтĕмлетни.

Ку чухне конкретлă тĕллевсене палăртнă, вĕсене пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртмелле, — терĕ Леонард Васильевич.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2022» массăллă чупăва, коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрти чару мерисене шута илсе, пысăках мар ушкăнпа йĕркелесе ирттернĕ. Унта ытларах Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсене явăçтарнă. Вăл тивĕçлĕ шайра иртнĕ.

Шупашкарти «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче тĕл пулу — уяв йĕркелеме палăртни çинчен пĕлтернĕ. Çак тĕллевпе районти паллă çынсем çинчен хатĕрленĕ сăн ỹкерчĕксемпе тĕрлĕрен материал пухса хатĕрлес ĕçе кашни ял тăрăхĕ хутшăнма тивĕçлине аса илтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Кăçал февраль уйăхĕнчен тытăнсах юр васкаса ирĕлет. Çурхи шыв-шурпа çыхăннă хăрушлăха сирсе ямалли палăртнă ĕçсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров чарăнса тăчĕ. Тĕрĕссипе, вăл палăртнă тăрăх, «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăри çул-йĕр ĕçченĕсем çуркуннехи шыв-шуртан асăрханас тĕлĕшри ĕçсене пикеннĕ ĕнтĕ. Чи кирли — район территорийĕнчи 29 гидротехника сооруженине, автоçулсем урлă хывнă пăрăхсемпе кĕперсене шыв илесрен тата юхтарса каясран асăрханса юр-пăртан вăхăтра тасатма ĕлкĕресси. Асăннă ĕçсене ытларах Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче пурнăçлама тивет. Вырăнсенче ейỹ тапхăрне мĕнле кĕтсе илме хатĕрленни çинчен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — Василиса Сапожникова, Валерий Петров тата Валерий Афанасьев тухса калаçрĕç.

Социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Наталья Николаева сахал тупăшлă çемьесене йывăр лару-тăруран тухма пулăшас тĕллевпе çирĕплетнĕ социаллă контракт мелĕпе пурнăçланакан пулăшăвăн тĕсĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Сăмах май, 2021 çулта районта 6027 пин тенкĕлĕх 67 социаллă контракт çирĕплетнĕ. 2022 çул валли — 76 контракт, пурĕ — 8 миллион тенкĕлĕх.

…Хальхи вăхăтра нумай çынна калаçтаракан тепĕр ыйту вăл — урамра çапкаланса çỹрекен йытăсем çынсен сехрисене хăпартни. Çакăн пирки хаçат редакцине шăнкăравласа пĕлтерекенсем те, тỹррĕнех район администрацине ыйтупа тухакансем те юлашки вăхăтра чылаййăн пулчĕç. Хуçасăр йытăсем çынсене хăратса тăни çинчен каласа кăтартакан тĕслĕхсем интернетра та нумай. Анчах «кукăр хỹресем» хамăр пурăнакан вырăнта та нумайланса кайрĕç. Вĕсем Елчĕк ял тăрăхĕнчи ялсенче, çав шутра район центрĕнче те ушкăнпа кĕпĕрленсе çỹренине куратпăр. Вăй питти çын вĕсене хăйсен çумне çулăхма памĕ-ха. Анчах ача, туя çине тайăнса аран утакан ватă çын пулсан? Йытăсем çынна çыртнă тĕслĕхсем вара сахал мар. Хальхи вăхăтра вĕсене пеме-вĕлерме ирĕк паманни, пушшех, хăрушлăха пысăклатать. Ятарлă организаци çеç çак ĕçе йĕркелеме пултарать.

Вырăнти влаçсем хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ, яваплăхран та пăрăнмаççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах урам тăрăх лапсăртатса чупакан йытăсен нумайăшĕн хуçи пур. Эппин, кашни йытă кăкаркăçра пулмалла. Тус-юлташ пултăр тесе усракан йытта куçран вĕçертмелле мар пек туйăнать те…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code