Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшсан ÿсĕм пулать

Тăрăшсан ÿсĕм пулать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Николай Петрович 2019 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх Елчĕк районĕ гражданла оборона тытăмне йĕркелес тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тĕлĕшпе лайăх ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн II степеньлĕ Дипломне тивĕçнине пĕлтерчĕ, ăна вăл райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникне Виталий Рыбкина пачĕ.

Демографи «уксахлать»

Юлашки çулсенче, пытарма кирлĕ мар, демографи ыйтăвĕ çĕршыв шайĕпех калаçтарать. Ку тĕлĕшпе лару-тăру пирĕн районта та çивĕч. ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Надежда Баймушкина палăртнă тăрăх, 2019 çулта пурĕ 63 ача çуралнă. Танлаштарма: 2018 çулта – 107, 2017 çулта – 114. Шел, пĕр ял тăрăхĕпе те ÿсĕм çук. Çемьере миçемĕш пепкесем çут тĕнчене килнине пăхсан, 3-мĕш ачаллисем ытларах – 25. Тăватă ачаллисем виçĕ çул хушшинче пачах улшăнман, пĕр кăтартупах /9/.

Иртнĕ çул 321 çын вилнине регистрациленĕ пулсан, 2018 çулта – 333, 2017 çулта – 356. Кунта лайăх енне кăштах улшăну пур темелле пек. Çапах та 321 çын çĕре кĕни – япăх кăтарту. Вăтам пурнăç çулĕ арçынсен 65 çулпа, хĕрарăмсен 81 çулпа танлашнă.

Çемье çавăрассинче те лăпланса ларма сăлтав çук, мĕншĕн тесен районти 53 яла пĕрер çĕнĕ çемье те тивĕçмест те: 48 кăна. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕлтĕр пĕр туй та кĕрлемен, Аслă Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсенче те пĕрер çеç. Маларахри çулсенче 71 тата 76 çемье чăмăртаннă.

2019 çулта ЗАГС пайĕ мăшăртан уйрăлнине ĕнентерекен 31 акт /2018 çулта – 29, 2017 çулта – 18/ çырнă, вĕсенчен 3-шĕ упăшкипе арăмĕ пĕрле çырнă заявлени тăрăх, 28-шĕ – вăя кĕнĕ суд йышăнăвĕпе.

Демографи политики çаплах хавшасан ăçта çитĕпĕр-ши?

«Аван ĕçленĕ»

тесе хак пачĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров тунă отчет хыççăн. Чăннипех, иртнĕ çул строительство тытăмĕнче курăмлă ĕç чылай пурнăçланă. Вырăнти пуçарупа обществăлла инфраструктурăна аталантарассинче кăна 13 миллион та 195 пин тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. Вăл шутран Таяпа Энтри, Шăмалак ялĕсенче палăксене, Тĕмерте масар картипе вăхăтлăх çурта, Аслă Таяпара кĕпер юсанă тата ытти те. Уйрăмах ял çыннисем хытă каяш пуçтармалли площадкăсем туса вырнаçтарассипе пысăк ăнланулăх кăтартнă. Республика шайĕнче те тĕслĕх вырăнне хунă объектсенче кăçал 258 контейнер лартĕç.

Çул-йĕр хуçалăхĕнче – «Комсомольски-Елчĕк-Курнавăш» тата «Елчĕк-Курнавăш» 4,6 километр автоçула 34 миллион та 664 пин, Елчĕкри Беляев, Совет, Октябрь тата Автопарк урамĕсене 20 млн тенкĕлĕх юсанă…

Таяпа Энтри, Вырăскасси ялĕсене фельдшерпа акушер пункчĕсем /7 млн та 850 пин/ уçнă. Аслă Таяпари, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕсене, Аслă Елчĕкри вăтам шкул столовăйĕпе спорт залне, ачасемпе çамрăксен спорт учрежденийĕн çуртне, искусство шкулне, нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене юсама сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Аслă Елчĕк шкулĕнче çавăн пекех çурт çи виттине улăштарнă.

«Хула хăтлăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн район центрĕнче парк тума 11 млн та 962 пин, Аслă Елчĕкре хоккей коробки хута яма 3 млн та 773 пин тенкĕ ĕçе кĕртнĕ.

Иртнĕ çул 2988 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă пулсан, ку вăл планпа палăртнин 66,4 проценчĕ. Ку сферăра ял тăрăхĕсен администрацийĕсен те çине тăрса ĕçлемелле.

Строительствăра кăçал та чылай ĕç пурнăçланĕ. Культура учрежденийĕсене юсама çеç, акă, 20 миллион та 511 пин тенкĕ уйăрĕç.

НФЦ – тĕслĕх

Учреждени çулсерен республика шайĕнчи конкурссенче палăрнă май çапла çирĕплетни ытлашши мар. Унăн директорĕ Людмила Викторова пĕлтĕрхи итогсемпе «Чи лайăх НФЦ» ята тивĕçни çинчен пĕлтерни те коллектив тăрăшулăхĕ çинчен калать.

Центр пулăшăвĕпе усă куракансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Отчетлă тапхăрта кăна 34 пин те 562 çын тĕрлĕ ыйтупа пынă унта. Çакă 2018 çулхинчен 21 процент нумайрах. Ытларах Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин /29 процент/, Росреестр Управленийĕн /25 процент/ пулăшăвĕсемпе усă курни паллă.

Учрежденире питĕ хăтлă. Черете электронлă майпа йĕркеленĕ. Специалистсем клиентсене яланах тарават, ыйтусене вăхăтлă тата туллин татса параççĕ…

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code