Воскресенье, 3 июля, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравления с Праздником Весны и Труда

Поздравления с Праздником Весны и Труда

Хисеплĕ ентешсем!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшӳпе савăнса пурăнма хистет. Пиртен кашнийĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хурса район аталанăвĕшĕн хăйĕн тӳпине хывать. Тăрăшуллă та тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă ĕçшĕн сире тав сăмахӗ калатпӑр, çирĕп сывлăхпа телей, ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçупа çитĕнỹсем сунатпăр.

Пиртен кашниех тĕрлĕ ĕçре вăй хурса унта хăйĕн пĕлĕвне, пултарулăхне парать, район, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн хăйĕн тӳпине хывать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçупа çитĕнỹсем сунатпăр, çемйĕрсенче ырăлăх, юрату, ăнланулăх хуçалантăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                 А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code