Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налуксем хушăмлă

Налуксем хушăмлă

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ ларура çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республика бюджетне пурнăçланине сăнлакан отчета çирĕплетесси тĕп ыйтусен шутĕнче пулнă.

Республика бюджечĕн 6 уйăхри тупăшĕ 37,1 миллиард тенкĕпе танлашнă — иртнĕ çулхинчен 4,6 процент пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш 17 процент яхăн хушăннă — 18,7 миллиард тенке çитнĕ. Мĕн пур налук — хушăмлă, организацисен тупăшĕнчен илекенни 9,8 процент ỹснĕ, уйрăм çынсен тупăшĕнчен 19,5 процент ытларах налук тытнă, организацисен пурлăхĕнчен илнĕ налук 21,7 процент пысăкланнă. Федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар уйăрнă укçа 17,9 миллиард тенке çитнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,3 процент нумайрах.

Патшалăх парăмне илес пулсан, вăл пысăкланнă: 10 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çакă апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче — инфратытăм бюджет кредичĕн 400 миллион тенкĕлĕх пĕрремĕш траншĕ, июнĕн 1-мĕшĕнче 500 миллионлăх иккĕмĕш транш тата парăм обязательствисене татмалли 1,1 миллиард тенкĕлĕх бюджет кредичĕ килнипе çыхăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code